АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн каратистсен çитĕнĕвĕ

18 марта 2021 г.

Пуш уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта каратэн WКC версийĕпе Раççейĕн ХII чемпионачĕ тата ăмăртăвĕ иртрĕ. Тупăшăва Раççейĕн 35 регионĕнчи спортсменсем хутшăнчĕç.

Ăмăртăва Трак ен каратисчĕсем те хутшăнчĕç, япăх мар кăтартусемпе палăрчĕç. Трак вăтам шкулĕн 6 «б» класĕнче вĕренекен Кирилл Карпов, спортăн çак тĕсне хальтерех çеç парăнтарма тытăннăскер, çивĕч тупăшура пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Тĕп ăмăртусенче /секцие 2 çул ытла çÿрекенсем/ Красноармейски вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕнче пĕлÿ илекен Вадим Сысоев /ката/ иккĕмĕш пулчĕ. Унăн тусĕ Кирилл Ефимов /кумите/ виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Вадимпа Кирилл 13 çулсенчи арçын ачасем хушшинче абсолютлă виçе категорийĕнче вăй виçрĕç.

Леонид АРТЕМЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика