АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсем паллă

18 марта 2021 г.

Шкул волейбол лигин пуçаруçисенчен тата тĕп йĕркелÿçисенчен пĕри Раççей Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ шутланать.

Вун пĕр çул хушшинче ЧР Шкул волейбол лигин /ШВЛ/ пĕлтерĕшĕ чылай ÿсрĕ. Кăçал ăна ЧР Спорт тата Вĕрентÿ министерствисем, Волейбол федерацийĕ йĕркелерĕç. Юлашки çулсенче волейбол Трак енре те спортăн чи массăллă енĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Хĕл кунĕсенче районти шкулсенчи кашни спорт залтах çак вăййа килĕштерекен вун-вун çамрăк пухăнать.

Шкул волейбол лигин ХI чемпионачĕн муниципаллă тапхăрĕ хĕр ачасемпе арçын ачасен командисем хушшинче иртрĕ. Трак енри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче /хĕр ачасем/ тата Трак вăтам шкулĕн спорт залĕнче /арçын ачасем/ хĕрÿ тупăшусем иртрĕç. Хĕр ачасен командисем хушшинче малти виçĕ вырăна Трак, Чатукасси тата Красноармейски шкулĕсен спортсменĕсем йышăнчĕç. Арçын ачасен командисем хушшинче вара Трак, Красноармейски, Упи волейболисчĕсем мала тухрĕç.

Трак вăтам шкулĕн волейболисчĕсен командин район чысне республика шайĕнче хÿтĕлеме тивет. Вăйăсем пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен пыраççĕ.

Сергей ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика