АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кристина Майнина: «Пирĕн тĕллев — цифровизаципе ытти регионтан малта пырасси»

18 марта 2021 г.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн «Перекет банкĕ» пĕрлĕхĕн «ИТ-профессисен шкулĕ» программипе хушма пĕлÿ илекен студенчĕсене ĕçе вырнаçтарассине Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн тĕп офисĕнче сÿтсе явнă.

Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов, регионти цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина хутшăннă. Вĕсем пулас ИТ-специалистсене хăйсем суйласа илнĕ професси пирки каласа кăтартнă. Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Анастасия Трутнева хăнасене «ИТ-профессисен шкулĕ» проектпа паллаштарнă. Асăннă программа Раççейĕн 9 регионĕнче кăна, çав шутра Чăваш Республикинче, ĕçлет. Кунта студентсем информаци технологийĕсен сферинчи тăватă енрен пĕринпе тÿлевсĕр професси илме пултараççĕ: Java developer, Data screientis, Data analyst, Data enqineer. «Эпир студентсем асăннă программăпа чăннипех те кăсăкланнине туйса илтĕмĕр, — тенĕ Анастасия Трутнева. — Паян пирĕн курсра 125 каччăпа хĕр вĕренет». Вĕренÿ 6 уйăха тăсăлать, банк эксперчĕсен тата çĕршыври аслă шкулсен преподавателĕсем йĕркелекен электронлă курс формачĕпе иртет.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин регионсем умне 2030 çулччен экономикăпа социаллă тытăмри тĕп сферăсене цифра çине куçарма тĕллев лартрĕ. Ку «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци проектне пурнăçлассинче тĕпре тăрать, ăна Чăваш Енре çÿллĕ шайра ĕçе кĕртме квалификациллĕ кадрсем кирлĕ. «Эпир, Чăваш Республикин Правительствин яваплă çыннисем, çамрăк, пултаруллă, ăста кадрсене хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăратпăр, — тенĕ Дмитрий Краснов. — Тăрăшса вĕренĕр, чăн-чăн профессионалсем пулса тăрăр, малашлăхра тăван регионшăн вăй хурăр».

«Паян эпир ятарласа кунта килтĕмĕр, пире ИТ-кадрсем çав тери çитмеççĕ, — палăртнă Кристина Майнина. — Вăхăт иртнĕ май цифровизаци мĕн пур отрасле пырса кĕрет. Пирĕн тĕллев — Чăваш Ене ытти регионпа пĕр шая кăна мар тата та çÿлерех çĕклемелле. Çакна эпир сирĕнпе — пултаруллă, тăван республикăшăн чунне пама хатĕр яш-кĕрĕмпе пĕрле — пурнăçлама пултаратпăр».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика