АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă ялăм Çĕнĕ Выççăлккă

18 марта 2021 г.

 

Трак тăрăхĕнчи пĕчĕк ялсенчен пĕри шутланать вăл. Кунта пурăнакансем те, хуларан яла çу кунĕсене ирттерме килекенсем те ăна «юратнă ялăм Çĕнĕ Выççăлккă» теççĕ.

Кун-çулăн пысăк пайне Шупашкарта ирттертĕм. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тăван ялăмра тĕпленсе пурăнма тытăнтăм. Питех те илемлĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Йĕри-тавра улăх-çаран. Юнашар Ункă шывĕ юхса иртет.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Çĕнĕ Выççăлккă 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Праçнике Шупашкар артисчĕсем те килнĕччĕ. ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Виталий Петров Ункă хĕрринче ятарласа ăсталанă сцена çинче çепĕç юррисене шăрантарни халĕ те куç умĕнчех-ха. Çавăн чухнех ял çийĕн самолет вĕçсе çаврăнчĕ. Парашютистсен пĕр ушкăнĕ Ункă хĕррине анса ларчĕ. Вĕсен хушшинче Енĕшкассинче çуралса ÿснĕ Алексей Григорьев та пулни пире савăнтарнăччĕ те, тĕлĕнтернĕччĕ те.

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенешкел, пирĕн пысăках мар ялтан та пултаруллă çын сахал мар тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вун-вун çын фронта тухса кайнă. Николай Матвеев — ученăй-агроном, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне /халĕ аграри университечĕ — авт./ пĕтернĕ. Чылай тапхăр тăван «Герой» колхоза ертсе пынă, чыслă ĕçшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă ăна. Николай Матвеевич пенсие тухсан Чатукассинчи Филипп Лукин композитор музейĕн директорĕнче тăрăшрĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçрĕ. Зоя Ананьева Хусан консерваторийĕн вокал уйрăмне пĕтернĕ. Ентешĕм Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче тăрăшнă. Тÿрĕ кăмăлпа чылай çул ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки» хисеплĕ ят панă ăна. Пирĕн ялтах сăвăç-юрăç, чылай кĕнеке авторĕ, районти Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Валентина Рудникова çут тĕнчене килнĕ. Ордем Гали сăвăç пирки те илтнех ĕнтĕ…

Вăхăчĕ, авă, пĕр шелсĕр малаллах шăвать. Ял ватăлать. Вăл самаях пушанса пырать. Çут тĕнчене килекенсем çукпа пĕрех, çут тĕнчерен уйрăлакансен хисепĕ вара самаях пысăк. Демографи ыйтăвне районти «Ял пурнăçĕ» хаçат та тăтăшах çĕклет. «Трак енре кăрлач уйăхĕнче 1 ача çуралнă, çĕнĕ 1 çемье тĕвĕленнĕ, 24 çын пурнăçран уйрăлнă» — çакăн пек информаци вуларăм эпĕ район хыпарçинче. Кунта шухăшламалли пурах.

Астăватăп: иртнĕ ĕмĕр варринче ирхине уй-хир бригадирĕ чан çапатчĕ те алла сенĕк-кĕрепле йăтнă колхозниксем ушкăнăн-ушкăнăн юрласа ĕçе васкатчĕç. Бригадăри нумай ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланă-çке ун чухне. Паян çав тапхăр историе кĕрсе юлчĕ ĕнтĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче районта пур енĕпе те палăрса тăнă «Герой» хуçалăх та саланчĕ. Выльăх-чĕрлĕхпе тулнă фермăсем те пĕтрĕç. Анчах ентешĕмсем çак лару-тăрура çухалса каймарĕç: кам Çĕр-аннепе малалла ĕçлерĕ, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерсе аш-пăшне, сĕт-çуне патшалăха пачĕ, теприсем ĕç шыраса Мускава çул тытрĕç… Паян малашлăха пăхакан, ĕмĕтпе пурăнакан çын çухалса каймастех.

Çапла, пĕррехинче Шупашкартан автобуспа яла таврăнатăп. Халăх нумаях мар. Икĕ кинеми калаçса пыраççĕ: «Пурнăçĕ йывăр халь, çăмăл мар». Эпĕ те вĕсен калаçăвне хутшăнтăм: «Паллах, пурнăçĕ çăмăлах мар. Анчах та эпир паян йĕтем çинче çурçĕрччен авăн çапмастпăр, ирхи сывлăмпа ачă-пăчана илсе утă çулма каймастпăр, хĕллехи вăхăтра çĕрĕн-кунĕн чăпта çапмастпăр… Пенсие вăхăтра параççĕ. Ватлăхĕ канлĕ. Кăмака хутмастпăр, пÿрт-çурта «сенкер çулăм» ăшăтать». Тата темиçе тĕслĕх илсе кăтартрăм ватăсене. Кинемейсем килĕшрĕç пулас манпа. Сăмах чĕнмерĕç.

…Автобусран ансан тăван Çĕнĕ Выççăлккă еннелле утатăп. Яла çитеспе çĕнĕ урам — Кураковсен урамĕ — курăнса каять. Вăл сарлака та таса. Çĕнĕ çуртсем куçа илĕртеççĕ. Çакă савăнтарать. Ялти хастарсен вăйĕпе çĕклесе лартнă «Çĕнтерÿ паркне» кĕрсе пуçа таятăп. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата вăхăтсăр çĕре кĕнĕ фронтовиксене асăнса лартнă ăна. Хумханмасăр иртме çук унтан… Апла пулсан пурăнатпăр-ха. Г. ГУРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика