АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кĕнекинче пĕр йĕрке кăна çырăннă

18 марта 2021 г.

Ĕç кĕнекинче пĕр йĕрке кăна çырăннă

 

Манăн сăмахăм — Трак çĕрĕнче çеç мар, Чăваш Енре те палăрнă вĕрентекен пирки. Николай Кривошеев — пултаруллă учитель, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Трак вăтам шкулĕн хастарĕ.

Пуш уйăхĕнче Николай Витальевич 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Этем пурнăçĕнчи питех те пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çавна май эпир юбилярпа унăн килĕнче тĕл пултăмăр, иртнине аса илтĕмĕр, пуласлăх пирки калаçрăмăр. Талантлă çын пур енчен те талантлă тенĕ ахальтен мар иккен. Николай Витальевичăн алли те питĕ ăста. Акă вĕсен мансардăллă çурчех ыттисенчен хăйне евĕрлĕ илемĕпе уйрăлса тăрать. Пĕр енчен пăхсан вăл карап пек курăнать. Пурнăç карапĕ тейĕн. Пÿрт çамкинчи эрешсем халăх ăсталăхĕн чи паха тĕслĕхĕсене евĕрлеççĕ.

Николай Витальевич мăшăрĕпе чылайранпа Трак салинче пурăнаççĕ. Татьяна Филимоновна районти централизациленĕ бухгалтери тытăмĕнче аслă экономистра тăрăшать. Икĕ ачи çунат сарса тĕп килтен тухса кайнă ĕнтĕ, хулара хăйсем йăва çавăрнă.

Çак килте манăн час-часах хăнара пулма тÿр килнĕ. Яланах тарават кĕтсе илнĕ. Хальхинче те çемье ăшшăн йышăнчĕ...

— Эпĕ çамрăкрах чухне шкулта ĕç урокĕ пулнă, — пуçларĕ сăмахне Николай Витальевич. – Манăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен /халĕ педагогика университечĕ — авт./ панă диплом çине çапла çырнă: рисовани, черчени тата ĕç учителĕ. Пурнăç хăвăрт улшăнса пырать. Хальхи вăхăтра эпĕ ертсе пыракан предмета технологи урокĕ теççĕ, IT-технологисен енне туртăнатпăр. Çĕнĕлĕхсене вĕренсе пымасан пурнăçран та юлма пултаратпăр. Ачасене 3D графикла, 3D моделировани йĕркисене вĕрентетпĕр. Халĕ 3D принтер хута ятăмăр. Саманапа тан пырас тесен учителĕн нумай ĕçлемелле, вĕренмелле. Технологи урокне пуçласа килнĕ ача ыйтăвĕ аса килчĕ. Эпир Wi-Fi çинчен калаçма пуçларăмăр. Хайхискер çапла ыйтать: «Николай Витальевич, эсир вара Wi-Fi мĕнне те пĕлетĕр-и?» Ачасем пире, çамрăках мар çынсене, ун пек япаласене ăнланмаççĕ тесе шутлаççĕ пулас /хăй кулать/. Хальхи технологисене вĕреннĕ вăхăтрах йывăçпа ĕçлеме те манса каймастпăр. Хĕрарăмсен кунĕ тĕлне, ав, çăкаран эрешлĕ ывăссем ăсталарăмăр. Ачасемпе аслă юлташ пек ĕçлесен, хавхалантарсан ĕç конкурсĕсене хастар хутшăнма та пулать. Шкул ачисем тĕрлĕ материалтан хальхи техника моделĕсене ăсталаса республикăри конкурссенче малти вырăнсене сахал мар йышăннă. Пирĕн шкул мастерскойĕ Чăваш Енре чи пысăкки пулĕ тетĕп. Хăй вăхăтĕнче çине тăнипе шкул çумĕнчи кафе çуртĕнчен хăтлă ĕç пÿлĕмĕсем тума пултартăмăр.

— Чунне парса ĕçлекен учительсене вĕрентекен пулмах çуралнă теççĕ. Эсĕ мĕн пĕчĕкрен учитель пулас тесе ĕмĕтленнĕ пулĕ-ха?

— Çук, пĕрре те учитель пулас тесе шухăшламан. Шкулта вĕреннĕ чух малтан летчик пулас ĕмĕт пурччĕ, каярахпа ÿнерçĕ пулас шухăш çуралчĕ. Ăнсăртран кĕмсĕрт тенĕ пек Шупашкарти педагогика институтне пĕтерсен учитель пулса тăтăм. Çынсемпе ĕçлеме шалти туртăм пулнă пулĕ. Студент çулĕсенчех çакна асăрхарĕç пулас, мана Хура тинĕс хĕрринчи «Орленока» вожатăя ĕçлеме ячĕç. Çав лагерьте ун чухнехи Совет Союзĕнчи ачасем çеç мар, тĕрлĕ çĕршывран килнисем те канатчĕç. Пĕррехинче пионерсемпе лагерь çумĕнчи вăрманта калаçса лартăмăр. Эпир ачасен çывăрмалли вăхăт иртнине те сисмен. Ку йĕркене пăсни пулать, çитменнине ачасем пионерсен юррине юрласа лагере таврăнчĕç. Ирхине вара Кривошеев юлташа «çывăрмалли вăхăта пăснăшăн» асăрхаттарчĕç.

— Хальхи вăхăтри ачасем малтанхисемпе танлаштарсан самаях улшăнчĕç пулас...

— Ĕлĕкрех учительсем информаципе воспитани çăл куçĕ пулнă. Халĕ вара ытларах интернет «пĕлÿ парать». Çавна пулах пĕр-икĕ çултах вĕренекенсем улшăнни сисĕнет. Учительсен ачасене информаципе тĕрĕс усă курма вĕрентмелле, воспитани ĕçне манмалла мар. Çав енĕпе тăрăшатпăр та. Тата учителĕн ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Тепĕр самант аса килчĕ. Пĕр ларма-тăма пĕлмен ачана çирĕпрех «воспитани урокĕ» парса илтĕм пулас. Кун çинчен вăл ашшĕ-амăшне каласа панă. Анчах амăшĕ хăйне вăрçнă: «Эпир Николай Витальевича çăварĕнчен пăхса ларнă!». Тепĕр кунне хайхискер хăй ман пата пырса каçару ыйтрĕ. Унтанпа вăхăчĕ самаях иртрĕ пулин те, вăл мана çул урлă курсан та сывлăх сунать. Çапла, 38-мĕш çул ĕçлетĕп юратнă тăван шкулăмра. Пĕрре килтĕм те тĕплентĕм. Ĕç кĕнекинче те пĕр йĕрке çеç: Трак шкулĕ. Учитель ĕçĕ, уйрăмах хальхи вăхăтра, çăмăл мар. Кашни çулах авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ умĕн çапла калатăп хама: «Çитет, ывăнтăн пулĕ, пĕртак лăплан». Кайран хам каланине манса каятăп. Ачасем, чăнах та, магнит пекех, хăйсем патне туртаççĕ.

— Ачасем кĕтеççĕ сире. Çавна май малашне те çакăн пек талпăнса ĕçлеме хавхалану пултăр, чун хăвачĕ тапса тăтăр.

— Тавтапуç. В. УСЛИ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика