АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналист — пархатарлă професси

18 марта 2021 г.

 

Кирек мĕнле ĕçри ăнăçăва та ăста, пултаруллă çынсем татса параççĕ. Хаçат вулаканĕсене, «сенкер экран» умĕнче ларакансене тата радио итлекенсене куллен çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарса тăракансем вара ку енĕпе никамран та вăр-вартарах. Çав вăхăтрах вĕсем çав тери сăпайлă çынсем. Хăйсен ĕç-хĕлĕ пирки ытлаши сăмах ваклама юратмаççĕ.

«Ял пурнăçĕ» хаçат редакцине пĕрремĕш хут ура ярса пуснă вăхăта куç умне кăларам-ха. Район çĕнĕрен йĕркеленнĕ хыççăн тухма пуçланăскер вăл хăй тавра çавăн чухне пичетре самаях пысăк ăсталăх пухма ĕлкĕрнĕ журналистсене явăçтарма пултарнă. Канаш районĕнчи Çĕнĕ Пинер ялĕнче çуралса ÿснĕ, партипе совет органĕсенче ĕçлесе хăйне лайăх енчен кăна кăтартма ĕлкĕрнĕ Николай Иванов тĕп редактор, ун хыççăн çав вырăна йышăннă Леонид Николаев /вăл Васнартан/ пысăк шанчăк паракан ĕçченсене пухса пĕр çемье пек йыш чăмăртанă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче «Ял пурнăçĕнче» вăй хунисенчен чылайăшĕ каярахпа республикăри паллă журналистсемпе çыравçăсем пулса тăчĕç. Акă, Николай Карай /Дмитриев/, Петĕр Эйзин, Борис Романов, Вениамин Пехил чăваш вулаканĕсем кăмăллакан сăвăçсен йышне тăчĕç. Иван Егоров, Тутарстанри Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнчен литература çулĕ çине тухнăскер, самаях пысăк романсем кăларчĕ.

Район хаçатне çырса тăнисен хушшинче те чăваш журналистикинче тарăн йĕр хăварнă авторсем сахал мар. Анатолий Иванов, Анатолий Скворцов, Юрий Степанов /Листопад/, Николай Григорьев, Гурий Дубров, Светлана Кулигина /Осипова/, Петр Павлов, Валентина Смирнова /Антонова/ тата ыт. те. Кăмакал ялĕнчен хăйĕн пĕрремĕш заметкисене район хаçатне ярса тăнă, каярахпа «Ял пурнăçĕн» тĕп редакторĕн çумĕ пулнă Леонтий Алексеев «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕнче нумай çул ăнăçлă тăрăшрĕ, Çемен Элкер ячĕллĕ премие тивĕçрĕ. «Ял пурнăçĕ» путевка панă Валентина Смирнова /Антонова/ та, Юрий Степанов /Листопад/ та чăваш халăхĕн тĕп хаçатĕнче вулакансене тарăн шухăшлă материалсемпе савăнтарса тăчĕç. Вĕсенчен эстафета илсе юлнă Роза Власова /Скворцова/ еплерех вут-хĕм сирпĕнтерсе ĕçлет тата паян. Вăрманкас Шупуç чиперукĕ калемне пĕр самантлăха та тĕк тăратмасть.

Трак тăрăхĕнче çуралса ÿснисем Чăваш радиора та, Чăваш наци телекуравĕнче те йышлăн ĕçлеççĕ. Манăн вара, пичет ветеранĕн, журналистикăра ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвакан талантлă ентешсене чыслă та пархатарлă ĕçре ырлăхпа сывлăх, ăнăçу сунас килет. Г. КУЗНЕЦОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика