АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнаçланатпăр эпир Сементерпе!

11 марта 2021 г.

Мăнаçланатпăр эпир Сементерпе!

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче пирĕн ентешĕн, Танăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш халăх поэчĕн Юрий Сементерĕн 80 çулхи юбилейне савăнăçлăн паллă турĕç. Пысăк уява район ертÿçи Валерий Петровпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов ертсе пыракан делегаци те хутшăнчĕ.

Юрий Сементер пирки хальччен нумай каланă-çырнă, татах та чылай калама пулать. Вăл — поэт-лирик, сăвăç-юрăçă, поэт-куçаруçă, пысăк шайри сăмах ăсти, чăваш çыравçисен темиçе ăрăвĕн вĕрентекенĕ. Унăн сăввисемпе поэмисене вун-вун чĕлхене куçарнă. Иртнĕ çул Атăлçи округĕнче «Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ» пысăк акци иртрĕ. Проектпа килĕшÿллĕн округри 14 регион та тăван чĕлхепе «Çĕнтерÿ кунĕ» /Владимир Харитонов, Давид Тухманов/ юрра шăрантарчĕ. Асăннă акцие чăвашсем те хутшăнчĕç, çав юрра тăван чĕлхепе юрларĕç. Паллă хайлава вара уяв тĕлне Юрий Сементер чăвашла куçарса хатĕрленĕ.

Çамрăксен театрĕн залĕ лăк тулли. Творчество каçĕнче халăх поэчĕн сăввисемпе кĕвĕленĕ хайлавсене ЧР халăх артисчĕсем Августа Уляндина, Галина Пуклакова, ытти солистсем, Трак енри фольклор ансамблĕ шăрантарчĕç, ачасем поэт çырнă сăвăсене вуларĕç.

Пирĕн пултаруллă ентеше ĕçтешĕсем, юлташĕсем, республикăри творчество интеллигенцийĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков саламларĕç. Культурăна аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн ЧР культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова Юрий Сементерĕн кăкăрĕ çине «Культурăра пысăк çитĕнÿ тунăшăн» паллă çакса ячĕ.

Юрий Семенов-Сементер 1960-1964 çулсенче совет çарĕсен Германинчи ушкăнĕнче /ГСВГ/ çар хĕсметĕнче тăнă. Ветерансен союзĕн Шупашкар хула уйрăмĕн ертÿçи Анатолий Кириллов юбиляра «За службу в ГСВГ и ВД» асăну медалĕпе чысларĕ.

Çав каç Юрий Сементер пирки салам сăмахĕсем чылай янăрарĕç. Вĕсене ЧР Профессионал çыравçăсен союзĕн ертÿçи Лидия Филиппова, ЧР Композиторсен союзĕн правлени членĕ Александр Осипов, пирĕн ентеш, Чăваш халăх артисчĕ Александр Пăртта, Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх ертÿçи Алексей Львов, ыттисем каларĕç.

 

Сергей САМСОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика