АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преми виçине ÿстересшĕн

11 марта 2021 г.

Чăваш Енре культура деятелĕсене паракан патшалăх премийĕн, стипендисен виçине пăхса тухаççĕ.

Çак ыйтупа ЧР Культура министерствин общество канашĕн председателĕ Виктор Бондарев тухса калаçнă. Паянхи кун ĕмĕрлĕх пособин уйăхри виçи 3 пин тенкĕпе танлашать. Вăл 1994 çултанпа улшăнман. «Республикăра культурăпа искусствăн паллă деятелĕсем валли ĕмĕрлĕх стипендине çирĕплетнĕ. Ăна илсе тăракансем — 20-ĕн. Çавăн пекех пирĕн ЧР Патшалăх премийĕ пур. Ăна 75 пин тенкĕ параççĕ. Патшалăх премине тивĕçнĕ ĕçе чылай чухне коллективпа пурнăçлаççĕ», — палăртнă Виктор Бондарев. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ку шухăша ырланă. «Эсир асăннă çынсем Чăваш Ен аталанăвĕшĕн пысăк çитĕнÿ тунă. Пирĕн финанс ыйтăвне Культура министерствипе пĕрле пĕр иккĕленмесĕрех пăхса тухмалла», — палăртнă Олег Алексеевич.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика