АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энциклопедие уçсан…

11 марта 2021 г.

Маншăн район энциклопедийĕ кулленхи ĕç кĕнеки вырăнĕнчех. Унта Трак енĕн аваллăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тата малашлăхшăн тăрăшнă, ĕçленĕ ят-хушаматсем — пултаруллă та хастар çынсем.

Çав сумлă та хисеплĕ йышра Упи тăрăхĕнче çут тĕнчене килнĕ, унăн сиплĕ сĕткенне тутанса çунат сарнă ĕçтешĕмĕрсем те пур. Мухтанатăп, савăнатăп вĕсемпе. Акă Глеб Афанасьев. Вăл Турхан Упипе /халь Пайсупин/ кÿршĕллĕ Шурвар çырмин хĕвел анăç енче вырнаçнă Кĕрекаçра кун çути курнă. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ мăшăр урамлă çак ялта иртнĕ. Ку тăрăхри ятлă-сумлă çынсен йышĕнче ÿснĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕн çутă пехилне: «Эпир те ял-йыш хисепĕнче, чыс-мухтавĕнче пулнă. Эсир те çав «тилхепене» алăран ан вĕçертĕрех» — асрах тытнă çав.

Упири вăтам шкулта, Хусанти А. Туполев ячĕллĕ авиаци институтĕнче вĕреннĕ. Ĕç биографийĕ Чĕмпĕрти авиаци заводĕнче çырăнма пуçланă, кунта инженер-технологра тăрăшнă вăл. Каярах директор, генеральнăй директор çумĕ пулнă. Унтан Чăваш Ене таврăннă. Красноармейскинче хăйĕн предприятине уçнă. 2018 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Глеб Афанасьев пуçарнипе тата пулăшнипе тăван ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса палăк уçнă.

Упи тăрăхĕ ăслă, талантлă, пултаруллă çынсемпе палăрса тăрать. Çав йышра çыравçăсемпе юрăçсем тата ÿнерçĕсемпе композиторсем те пур. Сăмах май, Тусайри Михаил Прохоров, Кĕрекаçри Филипп Андреев, Анат Кушарти Зоя Нестерова тата Пайсупинти Порфирий Егоровпа Владимир Харитонов çыравçăсем питĕ хастар. Çавăн пекех «Ял пурнăçĕ» хаçат вулаканĕсен чун-чĕре ăшшине хаклакан Юрий Борисова-Георгий Борзина палăртассăм килет. Чиркÿллĕ Упире çуралнă вăл. Аслă шкул пĕтернĕ. Хĕрĕх çула яхăн район хаçатĕнче тăрăшать. «Хаçат сăн-сăпачĕ — манăн сăн-сăпат. Ăна чăн малтанах вулакан хаклать. Вулакан хакĕ — манăн хак», — тет хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртса журналист-çыравçă.

Трак тăрăхĕнче 89 ял. Çулĕсемпе чи ватăраххисем вара Мăн Çавалпа Сурăм юхан шывĕсен ытамĕнче вырнаçнă. Çак шутра 607 çул тултаракан Тусай ялĕ те. Паян кун та астăватăп-ха ку тăрăхра çуралса вăй илнĕ паллă çынсем ялăн 600 çулне паллă тунине. Çав йышра Чăваш наци радиовĕн пай редакторĕ Роза Трофимовна Лукина-Деменцова та пурччĕ. Упири вăтам шкултан тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă вăл. Пĕр вăхăт «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцийĕнче те ĕçленĕ. 2009 çулхи ака уйăхĕнчен ĕç биографине Чăваш наци радиовĕпе çыхăнтарнă. Роза Деменцова — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ тата районти Нестер Янкас ячĕллĕ премисен лауреачĕ.

Тусай енри тепĕр ятлă-сумлă çын — Альбина Валерьяновна Налимова-Петрова. Бухгалтер, юрист, социаллă ĕçчен вăл. Упири вăтам шкулта, Чăваш ял хуçалăх институтĕнче /халĕ аграри университечĕ — авт./ тата Мускаври патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Чылай тапхăр РФ Пенси фончĕн районти уйрăмне ертсе пынă. Общество пурнăçĕнче те хастарлăхпа тата пуçарулăхпа палăрнă. Пилĕк çул районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен /пенсионерсен/ пĕрлешĕвĕн президиумĕн членĕ пулнă. Альбина Валерьяновна пуçарнипе 2012 çулта Тусай ялĕнче чылай çул пурăнакансемпе ăшă тĕл пулу йĕркеленĕччĕ. Унта сакăр теçетке тата унран та аслăрах çултисене Хисеп хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысланăччĕ. Аслă ăру çыннисем валли концерт хатĕрленĕ, Роза Деменцова радиожурналист эфира ятарлă программа кăларнă.

Мĕншĕн асăнтăм-ха çак пулăмсене? Ку ĕç-хĕл районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен /пенсионерсен/ пĕрлешĕвĕн пурнăçĕнче палăрмаллах ырă йĕр хăварчĕ. Çапла ĕçлемелле, пĕр шухăш-кăмăлпа пурăнмалла пирĕн. «Пĕрлĕхре — вăй», — теççĕ вĕт.

 

Георгий ЕФИМОВ-ТУСЛИ,

журналист.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика