АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă команда хутшăннă

11 марта 2021 г.

Упири вăтам шкулта ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕр ачасем хушшинче район шайĕнчи ăмăрту иртрĕ. Тупăшăва Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халалланă, унта Трак енри шкулсенчи тăватă команда хутшăнчĕ.

Спорт уявне уçнă май Упи вăтам шкул директорĕ Галина Германова, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Владимир Моисеев, ăмăртусен тĕп судйи Владимир Григорьев тата Михаил Степанов судья çамрăк кĕрешÿçĕсене çĕкленÿллĕ кăмăл, çирĕп сывлăх, ăнăçу тата таса кĕрешÿ сунчĕç. Спортсменсем 3 ÿсĕм ушкăнĕнче тата 13 виçе категорийĕнче тупăшрĕç. Хĕр ачасем çивĕчлĕхне, пултарулăхне кăтартрĕç. Кашни категорирех çĕнтерÿçĕпе призерсене палăртрĕç.

Акă вĕсем: Анжелла Владимирова /18 кг, Пикшик/, Изабелла Степанова, Таисия Сидорова /21, Пикшик/, София Ильина, Римма Николаева /24, Пикшик/, Дарья Афанасьева /25, Упи/, Алексия Сидорова /27, Пикшик/, Мария Александрова, Анна Авандеева /29, Упи/, Мария Лыскова /34, Трак/, Дарья Осипова /Трак/, Мария Константинова /36, Упи/, Мария Харитонова /40, Красноармейски/, Людмила Александрова, Марина Кириллова тата Вероника Черней /45, Упи/, Августина Михайлова /Трак/, Наталья Антонова /47, Пикшик/, Камилла Александрова, Валерия Камалова /50, Трак/, Ксения Алексеева /Упи/, Екатерина Лыскова /70, Трак/.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе чысларĕç.

Владимир Григорьев,

ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика