АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшăрсем сахалланаççĕ… е качча кайнисем авланнисенчен мĕншĕн нумайрах?

25 февраля 2021 г.

Раççейре авланнă арçынсем качча кайнă хĕрарăмсенчен 51 пин çын сахалрах. Çакнашкал уйрăмлăх мĕнпе çыхăннă-ха?

 

Кашни çырав тĕнчери çĕршывсенче мăшăрланнă хĕрарăмсем авланнă арçынсенчен ытлараххине кăтартать. Раççейре те çавăн пекех. Чи пысăк уйрăмлăх 1970 çулхи çырав вăхăтĕнче пулнă. РСФСРта пурăнакансенчен 28,93 миллион арçын тата 29,59 миллион хĕрарăм хăйсене мăшăрлă тесе палăртнă. Качча кайнисем 659 пин çын нумайрах пулнă.

1959 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх, авланнă 23,92 миллион арçын пуçне 24,17 миллион хĕрарăм шутланнă, уйрăмлăхĕ — 249 пин. Анчах çакă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланичченхинчен палăрмаллах сахал. 1939 çулхи çыравра РСФСРта авланнă 21,30 миллион арçынна тата качча тухнă 21,87 миллион хĕрарăма шута илнĕ /уйрăмлăхĕ — 571 пин/. 1926 çулта вара уйрăмлăх 460 пине çитнĕ / авланнисем — 19,34 миллион, качча кайнисем — 19,80 миллион/. Раççей империйĕнче 1897 çулта ирттернĕ пĕрремĕш халăх çыравĕ те мăшăрлисем пирки тĕрлĕ хурав панă: авланнисем — 24,65 миллион, качча кайнисем — 24,98 миллион çын /уйрăмлăх — 335 пин/. «Ку уйрăмлăх питĕ кăсăклă пулăм, вăл хĕрарăмпа арçын психологийĕ тĕрлĕрен пулнинчен килет», – тенĕ Г.В. Плеханов ячĕллĕ университетăн ăслăлăх лабораторийĕн заведующийĕ Елена Егорова.

Çырав листисенче мăшăрланни пирки ыйтнă чухне чылай вăхăт пĕр хурав пама е суйласа илмелли вариантсем: «авланнă/качча кайнă», «уйрăлнă», «нихăçан та мăшăрланман», «арсăр арăм» е «урçа» — сĕннĕ. Урăхла каласан, официаллă майпа регистрациленнине кăна шута илнĕ. Юлашки вăхăтра тĕрлĕ категори çине: «уйрăлнă», «çырăнмасăр мăшăрпа пурăнать» — пайлама пуçланă. Çынсем çемье пĕлтерĕшне урăхларах ăнланма пуçланăран хурав варианчĕсене анлăлатма тивнĕ. Çырăнмасăр пурăнакан мăшăрсем нумайланнă, арăмĕпе упăшки пĕрле пурăнма пăрахсан та официаллă майпа уйрăлма васкаман.

«Уйрăлнă» хушма хурав кĕртнĕренпе мăшăрлă арçынсемпе хĕрарăмсен йышĕнчи уйрăмлăх 20 хут чакнă. 1979 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх, 33 пин шутланнă /авланнисем — 33,26 миллион, качча кайнисем — 33,30 миллион/. 1989 çулта — 28 пин /36,22 миллион арçын пуçне 36,25 миллион хĕрарăм/. 2002 çулта — 67 пин /çырăннă е çырăнман 33,91 миллион арçын пуçне 33,98 миллион хĕрарăм/. «Çырав ыйтăвĕсене хуравлакан арçынсене çырăнмасăр пурăнни тивĕçтерет. Енчен те арçын хăйне малтан авланман тесе палăртнă пулсан халĕ официаллă майпа çырăнман пулин те мăшăрланнă тет. Çавнашкал хуравлакан нумайлансах пырать», — ăнлантарать Елена Егорова.

Çырав листисене мăшăрсем пирки ултă категори кĕртнĕ: çырăннă, çырăнмасăр мăшăрлă килĕшÿре, официаллă майпа уйрăлнă /уйрăлнине çирĕплетнĕ/, уйрăлнă, арсăр хĕрарăм/урçа, нихăçан та мăшăрланман е мăшăрлă килĕшÿре тăман.

2010 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттернĕ тапхăрта Чăваш Енре 1252 пин çын пурăннă, çак шутран çурри ытла /670 пин е 53,5 процент/ хĕрарăмсем. Республикăра 1000 арçын пуçне 1151 хĕрарăм пулнă. Çырав мĕн пур хула округĕнче тата муниципаллă районсенче хĕрарăмсем ытлараххине кăтартнă. Çемье пирки 16 çул тултарнă тата унтан аслăраххисенчен кăна ыйтнă. Хуравлакансенчен 80 проценчĕ çемье статусне палăртнă, вĕсенчен чăннине каланине çирĕплетекен документ ыйтмаççĕ.

Хĕрарăм авалтан çемье вучахне хисепленĕ. Енчен те вĕсем суйласа илнĕ мăшăрпа ĕмĕр пурăнасса шанаççĕ пулсан арçынсем вара пур чухне те ун пек мар. Çырав вăхăтĕнче 291 пин хĕрарăм хăйне мăшăрлă /çырăннă е çырăнман/ тесе хурав панине, 288 пин арçын кăна авланнă тенине те çав сăлтавпах ăнлантарма пулать. 3 пине яхăн арçын ирĕклĕ тесе шутлать.

Çыравсем хушшинчи тапхăрта нихăçан та мăшăрланманнисен йышĕ 0,4 пункт чакнă, çемьеллисем 0,7 процент сахалланнă. Çемьесем арканни те хытах пăшăрхантарать. Уйрăлакансен шучĕ 0,6 процент, мăшăрĕсене çухатнисем 0,5 процент ÿснĕ. 2010 çулхи çырав 105 пин хĕрарăм, 17 пине яхăн арçын пĕччен тăрса юлнине палăртнă.

Мăшăрсен хутшăнăвĕсемпе ача çуратассине, паллах, кил хуçалăх шучĕпе тытăмĕ витĕм кÿрет. Халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, республикăра кил хуçалăхĕ вăтамран 2,6 çынран тăрать /2002 çулта — 2,8/. Ку вара çемьере пĕр е икĕ çын çеç пурăннипе çыхăннă, çавнашкаллисем çурри ытла пулнă. 2010 çулхи çыравра 156 пин çемьере çула çитмен ачасем ÿснине палăртнă, 65 процентĕнче — 1 ача, 30 проценчĕ — 2 ачаллă, 5 проценчĕ виççĕ е ытларах ача çитĕнтереççĕ. 18 çултан кĕçĕнрех ачаллă çемьесенчен 29 процентĕнче амăшĕ кăна, 3 процентĕнче ашшĕ пĕччен.

Хальхи вăхăтра мăшăрланасси мĕнле улшăннине çитес çырав кăтартăвĕсем тăрăх хаклама пултарăпăр.

 

Чăвашстат.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика