АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Цифрăллă çырав пĕтĕмлетĕвĕсем

27 октября 2020 г.

Дон çинчи Ростовра октяб-рĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ “Çĕнĕ форматлă статистика” çавра сĕтел иртнĕ. Унта Раççей ста-тистикин ертỹçин çумĕ Павел Смелов хутшăннă. Цифрăллă 1-мĕш çитес çырав мĕнле ир-тессине тата унăн кăтартăвĕ-сем çĕршыври бизнеса хăш ен-нелле улăштарма пултарнине сỹтсе явнă. Цифрăллă çĕнĕлĕхсем шутĕнче П. Смелов патшалăх пулăшăвĕсем паракан порталта кашниех çырава хутшăнма пултарнине асăннă. Ку мелпе 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕн-чен пуçласа 25-мĕшĕччен усă курма май пулать. Вăл палăртнă тăрăх, çы-равăн пĕрремĕш пĕтĕмлетĕвĕсене тĕп тапхăр иртнĕ хыççăн тепĕр çур çултанах хатĕрлесе çитеретпĕр. 2021 çулхи октябрьте çĕршыври халăх йышне тĕп-тĕрĕс пĕлме пултаратпăр. 2022 çул тăршшĕпе пĕтĕм кăтартусе-не пичетлесе, çапла вара, çулталăк çурăра çыравра пуçтарнă пĕтĕм даннăйсене тĕпчесе пĕтеретпĕр. Кăтартусене йĕркеленĕ тата çы-рава пĕтĕмлетнĕ хыççăн 2022 çулта çĕршыври мĕн пур регионпа хула тата ял тăрăхĕ пирки информаципе патшалăх органĕсем кăна мар, Раççейре пурăнакан кашни çын паллашма пултарĕ. Bi-платформа çинче те даннăйсемпе ĕçлĕç. Çавра сĕтеле хутшăннисем Раççей статистики пурнăçа кĕртекен цифра технологийĕсем маркетинг тĕлĕшĕнчен нумай çулсем валли ăнланмалла йышăнусем тума, компьютера лайăх пĕлекенсен шутне ỹстерме, бизнеса аталанса тупăш илме май туса панине палăртнă.

Чăвашстат, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ-2020.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика