АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Красноармейскинчи Федоровсем

22 сентября 2020 г.

 Мĕнле кăна çын çук çут тĕнчере! Хастаррисем, маттуррисем мĕн чухлĕ тата! Пур çĕре те çитме, темĕн тумашкăн та ĕлкĕрме ăнтăлаççĕ кунашкаллисем. Красноармейски районĕнче тĕпленнĕ Федоровсемпе паллашас кăмăл тахçанах çуралнăччĕ. Кунашкал çемьере тунсăх пурăнма пултараймастех. Вĕсем кашни куна юратни, анлă тавра курăмлă пулни тỹрех палăрать.

Надя та, Наташа та

Кил ăшшин управçипе çыхăннă май малтанах ăна мĕнле чĕнмеллине пĕлмесĕр пĕр хушă иккĕленме те тиврĕ: Надежда-и е Наташа-и вăл? Хут тăрăх Надежда иккен. Анчах çывăх çыннисем ачаран “Наташа” тенĕ. Тус-тантăшĕ, пĕлĕшĕ хушшинче те çак йăла сарăлнă. Наташăпа çывăхарах паллашрăмăр. Красноармейски районĕнчи Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче кун çути курнă хĕрарăм. Каярах çемье Çавалçырмана куçнă. Куллен икĕ çухрăмри Чатукасси шкулне çỹренĕ. Сăмах май, кунта та Наташа тесе чĕннĕ ăна. 5 класс хыççăн Г. Лебедев ячĕллĕ интернат лицея вĕренме янă хĕрачана. Кунта “Надеждăна” çаврăннă вăл.

Юратсассăн... ташлама

Алексеевсен 5 ачинчен чи кĕçĕнни лицейран вĕренсе тухсан, 1994 çулта, Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищине çул тытнă. Хореограф специальноçне суйланă вăл. — Професси палăртасси хăйне евĕр пулса тухрĕ. 11 класа çитсен те хам ăçта каясса пĕлместĕп. Баян, пианино калама вĕреннĕччĕ лицейра. Вĕрентекен эпĕ музыкăпа çыхăннă ĕç суйласса шанатчĕ. Пултарасса çирĕплететчĕ, института кайма чĕнетчĕ. Экзаменсене та аванах тытрăм. Ман умĕнхи аппа, вăл та интернат лицейра вĕреннĕ, музыкăн çак инструменчĕпех калама хăнăхнă, культура институтне çул тытнăччĕ. “Çемьере икĕ баянист мĕн тума кирлĕ тата пире”, — терĕ. Урăх професси суйламаллине ăнлантăм. Анчах ăçта туртать-ха чун? Эпĕ иккĕленнине кура: “Тата мĕн тума юрататăн?” — ыйтупа шухăшăма çăмăллатрĕ. “Ташлама”, — пулчĕ кĕске хурав. “Вăт ташлама кай та”, — татса хучĕ аппа. Тăванăм сĕнĕвне шута илнĕшĕн пĕрре те кулянмастăп. Савăнатăп кăна. Пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнăшăн, аттепе анне вырăнĕнче пулса вĕрентнĕшĕн аппасене пысăк тав сăмахĕ калатăп, — паллаштарчĕ хăйĕнпе Надежда Васильевна. Ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр Надя студент вăхăтĕнче юлнă. Римма Николевна пурнăçран уйрăлсан икĕ çултан Василий Алексеевич та автан авăтман тĕнчене куçнă.

Юрă паллаштарнă

Мăшăрĕпе Сергей Валерияновичпа икĕ хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ вĕсем. Юрă-кĕвĕ паллаштарнă упăшкипе арăмне. — Хăйсем валли специалистсем шырама училищĕне клуб ертỹçисем пыратчĕç. Кашни районтанах килетчĕç вĕсем. Юлташпа иксĕмĕре Полина Захаровна Красноармейски районне чĕнчĕ. Пирĕн ял центртан 15 çухрăмра вырнаçнă. Инçех те мар. Анчах эпĕ ялта тĕпленме шухăшламанччĕ, хуларах юлатăп тесе палăртаттăм. Практикăна килтĕмĕр малтан. Кайран вырнаçсах кайрăмăр, — тет 1997 çулта ĕçе пуçăннăскер. 23 çул ĕнтĕ ачасен “Çамрăклăх” ташă ушкăнне ертсе пырать вăл. 2002 çулта “халăх” ята тивĕçнĕ коллектив. Красноармейскинче икĕ клуб. Пĕри — районти культура çурчĕ, тепри, “Заволжский” клуб, Чулхулари газ уçлакан общество филиалĕ çумĕнче шутланаканскер. Çак предприятире тăрăшакансемпе, вĕсен ачисемпе ĕçлеççĕ культура специалисчĕсем. — Ĕçлеме килсен юрлама çỹреме тытăнтăм. Пулас мăшăрпа, Хĕлеç ялĕнче çуралса ỹснĕскерпе, шăпах кунта паллашрăмăр та, — тăсăлчĕ сăмах çăмхи. 5 çул та туслă çỹренĕ çамрăксем, каярах пĕр чăмăра пĕрлешнĕ. Пĕр ача хыççăн тепри килнĕ çутă тĕнчене. Ăшă йăва çавăрса хваттер туяннăскерсем халĕ çурт лартаççĕ. — Тăррине кăçал витсе хăвараятпăр-ши? Ку ĕçе пĕчченех пурнăçлама çук паллах. Мăшăрăн çурт лартасси — хобби вырăнĕнче. Васкамасăр, чунран киленсе хăпартать ăна. Никĕсне те пĕччен ячĕ, кашни кирпĕчне хăй хурать. Хăй хурать кăна мар, тăвать те. Пĕррехинче кĕçĕн хĕрĕмĕр: “Атте, эсĕ кукăль пĕçеретĕн-и?” — кăсăкланнă мăшăр кирпĕч тума раствор хатĕрленине пăхса тăнă май, — каласа кăтартать хĕрарăм. Çакна та палăртмалла: виçĕ ача çитĕнтерекен Федоровсем патшалăх тĕрлĕ пулăшăвне тивĕçнĕ. Иккĕмĕш пепки кун çути курсан амăшĕн капиталĕпе усă курнă. Виççĕмĕшĕшĕн республика уйăраканнине илме пултарнă. Çĕр лаптăкĕ те тивĕçнĕ çемьене. Шăпах унта пỹрт лартма тытăннă та.

Чун киленĕçĕ

Паллашнă май сăмах каллех мана илĕртнĕ сăн ỹкерчĕксем патне çаврăнса çитрĕ. — Фотосессине каймалли сертификата çуралнă кун ячĕпе юлташсем парнелерĕç. Ыттисем пурте хитре кĕпесемпе ỹкерĕнеççĕ. Пирĕн хăйне майлă тăвас килчĕ ăна. Пушшех те, юрăхлă тум та пур. Çарăкне те тупрăмăр. Мăшăра ỹкĕте кĕртме çăмăлах пулмарĕ. Калаçсан-калаçсан пĕр костюмпа ỹкерĕнме килĕшрĕ. Эпĕ тăваттă хатĕрленĕччĕ. Кашнинчех пирĕнпе юнашар тăчĕ. Пур арçын та апла маррине палăртрĕ, — вăрттăнлăха уçрĕ Надежда Васильевна. Федоровсем пирки, паллах, иккĕленмесĕрех, пултаруллă çемье темелле. Ачисем те тĕрлĕ конкурса хутшăнма сĕнсен хаваспах килĕшеççĕ. Упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ те юрлама çỹреççĕ. Аслисем хыççăн кĕçĕннисем те юрă-кĕвĕ тĕнчине туртăнаççĕ. Юрлани-ташланипе пĕрлех кил ăшшин управçи тĕрлеме юратать. Алмаз мелĕпе, вĕтĕ шăрçапа янтăлать вăл. — Çыхма пикенеймерĕм-ха, тĕрĕ илĕртет. Ача чухне та алла йĕппе çип тытман мар. Анчах ку юрату каярах пуçланчĕ. Хамăр клубрах çакланчĕ ку “чир”. Çемье сăн ỹкерчĕкне алмазпа тĕрлеме ятарласа çаптартăм. Ăна мĕн пур йышпа пуçтартăмăр. Мăшăр та хутшăнчĕ ку ĕçе. Картина халĕ стенана илем кỹрет. Курава тăратнăскере малти вырăна та палăртрĕç, — тăсăлчĕ калаçу киленĕç тавра.

“Мировой хуняма”

Юрласа-ташласа пурăнасси, пĕр енчен, пурне те илĕртет-тĕр. Ансат пек-çке. Анчах хăть те мĕнле медалĕн те икĕ енĕ те пур вĕт. Гастрольсене тухса кайнă чухне кил-çурта, ача-пăчана та пăрахса хăвармалла. Ку тĕлĕшпе хунямăшĕ Ольга Анатольевна ывăлĕн çемйинчен инçех мар пурăнни — çăлăнăç вырăнĕнчех. — Виççĕшне те вăлах ỹстернĕ пек туйăнать. Хушша-хуппа хуняма нихăçан та кĕмен. Вĕрентнине те илтмен унран. Ăшă кăмăлпа ырă сĕнỹсем çеç парать. Яланах пулăшса пырать. 78 çула çитнĕскере “мировой хуняма” тесе эпир кăна мар, ыттисем те çаплах чĕнеççĕ, — пурнăçра ăннине, хăй телейлĕ хĕрарăм, амăшĕ пулнине палăртать Надежда Васильевна. “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика