АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » О. Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнчĕ

25 сентября 2020 г.

О. Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнчĕ

 Авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче О. Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне официаллă майпа кĕнĕ ятпа савăнăçлă мероприяти пулса иртнĕ.Унта Раççей Президенчĕн Атăл çи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ О. Машковцев, Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Н. Федоров, "ЕДИНАЯ РОССИЯ" политика партийĕн Атăл çи федераци округĕнчи регионсем хушшинчи координаци канашĕн ертỹçи, РФ Федераци Канашĕн регламент тата парламент ĕç-хĕлне йĕркелесе тăракан комитет председателĕ В. Тимченко, РФ Патшалăх Думинчи "Справедливая Россия" фракци ертỹçи, асăннă политика партийĕн председателĕ С. Миронов, Пĕтĕм Раççейри "РОДИНА" политика партийĕн председателĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А. Журавлев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем А. Аксаков, А. Аршинова, Н. Малов, И. Моляков, Л. Черкесов, РФ Федераци Пухăвĕн сенаторĕ В. Николаев, РФ промышленностьпе суту-илỹ министрĕн çумĕ А. Беспрозванных, РФ субъекчĕсен яваплă çыннисем, Раççей паттăрĕ Е. Борисов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ А. Егорова, тĕп федераллă инспектор Г. Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаçăн федерацин территори округĕсенчи ертỹçисем, ЧР патшалăх органĕсен, ЧР муниципаллă районсемпе хуласен округĕсен, республикăри предприятисемпе организацисен, учрежденисен пуçлăхĕсем, тĕн тата общественность çыннисем хутшăннă. О. Николаев тăван халăха, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Конституцийĕсене шаннине пĕлтерсе чăвашла тата вырăсла тупа тунă, Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне кĕнине пĕлтернине палăртса алă пуснă. Тĕп уяв хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ О. Николаев журналистсене çапла каланă: "Республика пуçлăхĕн должноçне кĕнĕ самант маншăн питех те хумхануллă пулчĕ. Маншăн, çакăн пек саманта питех те хăнăхман çыншăн, пушшех те. Хумханни çакăнпа та çыхăннă пулас: умра питех те пысăк ĕçсем тăраççĕ-çке. Ку енĕпе иккĕленỹлĕх çук, мĕншĕн тесен ку таранччен уйрăм пысăк ĕç тунă, пурнăçламалли ĕçсен планне туса ха-тĕрленĕ, Правительствăн членĕсене суйласа илнĕ, вĕсенчен кашниех мĕн тумаллине, мĕнле тата хăçан пурнăçламаллине питех те аван ăнланать. Эпĕ çакна шанатăп: паянхи куна мĕн палăртнине пурнăçа кĕртĕпĕр". Аса илтеретпĕр: кăçалхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ суйлавра республикăри суйлавçăсен 75,63 проценчĕ О. Николаевшăн сасăланă. Л. Журавлев, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, ял хуçалăх производствин ветеранĕ, Чăваш АССРĕн депутачĕ пулнăскер “Чăваш Ен Пуçлăхĕ должноçе кĕнине республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕлтĕм. Кăçалхи 7 уйăх хушшинче О. Николаев хăйне питех те аван енчен кăтартрĕ. Олег Алексеевич — паянхи тапхăр ыйтакан, çĕнĕ шухăшлавлă, экономика ыйтăвĕсене аван чухлакан ертỹçĕ. Вăл кĕске вăхăт хушшинчех малашлăха пăхакан профессионалсен командине йĕркелеме пултарчĕ, ертсе пырас ĕçри паха енсене кăтартрĕ. О. Николаев пирвайхи кунсенченех республикăри вĕрентỹ тытăмĕ çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Вăл хăйĕн командипе кризисран тухмалли тĕллевсене тата Чăваш Енĕн 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегилле программине туса хатĕрлерĕ. Олег Алексеевич тата яллă вырăнсенче сăвакан ĕне тытакансене субсиди парса хавхалантарма пултарчĕ. Вăл сĕннипе Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейĕ тĕлне регион бюджетĕнчен кашни яла 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Кăçал эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине паллă турăмăр. Хаяр вăрçă паттăрĕсене, юратнă çĕрĕм-шывшăн пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă, пуç хунă фронтовиксене, тыл ĕçченĕсене асра тытса вăл 2021 çула Чăваш Енре Сăр тата Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтерчĕ. О. Николаева тата унăн командине умри çăмăл мар ĕçре ăнăçусем сунмалли çеç юлать”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика