АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă учитель патĕнче

25 сентября 2020 г.

Юратнă учитель патĕнче

Пурнăç урапи хăвăрт куçать. Ĕнер кăна ним шухăшсăр, савăнăçлă ачасем шавла-шавла шкула чупаттăмăр. Паян акă шкул пĕтернĕренпе 39 çул çитрĕ. Çак кунсенче эпир, 1981 çулта Карай шкулне вĕренсе тухнисем, тĕрĕсрех каласан вĕсенчен пĕр ушкăнĕ — Володя Шорников, Юра Герасимов, Борис Романов, Фаина Алексеева (хĕр чухнехи хушамачĕ Москеева), Галя Павлова (Димитриева) тата çак йĕркесен авторĕ Кỹлхĕрринче ырă ята тивĕçнĕ юратнăран та юратнă учитель патне, 1975 çултанпа 1981 çулччен класс ертỹçинче тимленĕ, физикăпа математика предмечĕсене вĕрентнĕ Вячеслав Леонидович Алексеев патне çул тытрăмăр. Сăлтавĕ те пулчĕ пирĕн. Унăн сумлă юбилей — 70 çул. Вĕсем мăшăрĕпе пĕрле пире пит кăмăллă кĕтсе илчĕç. 1950 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнче Леонид Алексеевичпа (1926) Анастасия Васильевна (1924) Алексеевсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ Вячеслав Алексеев. Ашшĕ-амăшĕ ултă ачаран пиллĕкĕшне пăхса çитĕнтернĕ, пурне те ура çине тăратса пурнăç тума, пурăнма пулăшнă. Ашшĕ вăрçă ветеранĕ, амăшĕ колхоз ĕçченĕ пулнă. Геннадий (1948), Вячеслав (1950), Эльза (1952), Владимир (1957), Роза (1960) пĕр-пĕринпе туслă ỹснĕ. Çак çутă тĕнчере тăван ял-хуларан хаклăрах кĕтес пур-ши? Ăçта кайсан та, ăçта пурăнсан та эпир ачалăха, вăл шавласа иртнĕ тăрăха таврăнма васкатпăр. Кунта хамăра канăçлă, ырă туятпăр. Тăван кĕтесе, ача-пăчана юратнипе каччă Карай шкулне вĕренсе пĕтерсен ачалăхри ĕмĕтне çывхартас тĕллевпе Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институтне вĕренме кĕрет. Телейлĕ студент çулĕсем епле иртсе кайнине те сисмест вăл. Диплом илсен направленипе тăван тăрăха таврăнать. Çав вăхăтрах Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе те икĕ çул Азербайджанра пурнăçлать. 1974 çулхи августăн иккĕмĕшĕнче, илем кун, чăваш каччи тăван ялĕнчи Николай Егоровичпа Зинаида Хрисановнăн çемйинчи ялти чипер хĕре Мираидăна (ялта ăна Ира теççĕ) качча илет. Ăшă кăмăллă, тăрăшуллă та вăр-вар хĕрарăм Вячеслав Леонидович пекех пĕр уйăхра, тĕрĕсрех 1953 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Кăçал вĕсен пĕрле çемье çавăрни 46 çул çитрĕ. Сăмах май, эпĕ Мираида Алексеевăпа Карайри “Малыш” ача садĕнче нумай çул, садик хупăничченех пĕрле ĕçленĕ. Эпĕ воспитательницăра, Ира мана пулăшаканĕччĕ. Пĕр чĕлхерен килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр. Тем сахатра пỹлĕме тирпейлесе тасатса тухатчĕ. Ачасене урама уçăлма тухма тумлантаратчĕ тата ытти ĕçсене тем наччасра пурнăçлатчĕ. Алексеевсем виçĕ ачана — Оксана, Наташа, Алеша — çут тĕнче парнеленĕ. Шел, Наташăн ĕмĕрĕ кĕске килчĕ, çул çинчи инкек пурнăçне вăхăтсăр татать. Ах, мĕн тери хуйхă ашшĕ-амăшĕшĕн... Халĕ аслă хĕрĕпе кĕçĕн ывăлĕн ачисем пур, кĕçĕн икĕ мăнук çитĕнет. Вячеслав Леонидович нумай çул Карай шкулĕнче физикăпа математика предмечĕсене вĕрентнĕ. Мĕн чухлĕ ачана вăл аслă пурнăç çулĕ çине кăларнă! Шкулта ĕçленĕ чухне пур вĕренекенпе те вăл ăшшăн калаçатчĕ, кашнин ыратăвне ăнланма тăрăшатчĕ. Ырă кăмăллă пулнинчен нумай чухне тĕлĕнеттĕмĕр, сас хăпартса ятлаçасси унăн çукчĕ. Питĕ тимлĕччĕ вăл — кашни вĕренекенпе самантрах пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Юратман ача пулман та пулĕ унăн. Ачасене хăйĕн предмечĕпе ăста вĕрентетчĕ. Пуян та интереслĕ уроксем, ашшĕ-амăшĕпе кăмăллă ĕçлĕ тĕл пулусем ирттеретчĕ. Пултаруллăскерсене район, республика шайлă ăмăртусене хатĕрлетчĕ. Уроксем хыççăн кружок йĕркелетчĕ, нумайăшĕ савăнса çỹретчĕç унта. Вячеслав Леонидович тăрăшнипех шкулта çĕнĕлле классем уçăлчĕç, тăхтав вăхăтĕнче радиопа юрă-кĕвĕ итлеттĕмĕр. Паянхи пурнăçра та пирĕншĕн класснăй учитель вăл. Юбилей умĕн Вячеслав Алексеев район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Хисеп хутне тивĕçрĕ. Карай ял тăрăхĕн ветерансен (пенсионерсен) канашĕн ертỹçи Галина Егорова та аякра тăмарĕ. Ялти хисеплĕ ватăна пур кăмăлтан саламларĕ. Эпир те кашниех юратнă учителемĕршĕн ăшă сăмахсем хĕрхенмерĕмĕр, уншăн чун-чĕререн хĕпĕртерĕмĕр. Ăçта кăна çитмерĕмĕр çавра сĕтел хушшинче. Кĕркуннесерен колхоза çĕр улми кăларнă çĕрте пулăшни, хăмла татни... Нихăçан та вăл аякра тăман, хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле ĕçленĕ, тĕрлĕ интереслĕ самантсем каласа парса вĕсене хавхалантарса тăнă. Учитель тивĕçĕ — Турă панă ĕç. Вĕренекенĕн телейлĕ шкулти пурнăçĕ тата унăн малашнехи шăпи вĕрентекенĕн ăс-хакăлĕнчен, чăтăмлăхĕпе тимлĕхĕнчен нумай килет. Паян пĕр иккĕленмесĕр калатпăр: “Тайма пуç пире аслă çул çине кăларнишĕн Вячеслав Леонидович”, — теççĕ 1981 çулта вĕренсе пĕтернисем. Пурнăç çулĕпе малалла та ыр курса пурăнма ырлăх-сывлăх, телей сунаççĕ. М. Романова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика