АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Массăллă чупăва 315 çын хутшăнчĕ

25 сентября 2020 г.

Массăллă чупăва 315 çын хутшăнчĕ

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче, шăматкун, ăмăр çанталăк пулнине пăхмасăр Упири стадиона сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Спортсменсем парада йĕркеленсе тăраççĕ. Спорта кăмăллакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕн пĕрремĕш çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Кизилов, вĕрентỹ пайĕн ертỹçи С. Григорьева, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В. Моисеев саламлаççĕ. Ăмăртусем пуçланаççĕ. VIР-чупăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, ял тăрăхĕсен ертỹçисем, Трак енри вĕрентỹ тата хушма пĕлỹ паракан учрежденисен пуçлăхĕсем, çавăн пекех предприятисемпе организацисене ертсе пыракансем хутшăнаççĕ. Спорт уявĕнче çулĕсемпе чи асли Людмила Беловăпа (Трак вăтам шкулĕ) Виталий Егоров (Чатукасси ял тăрăхĕ) пулчĕç. Кросра арçынсемпе хĕрарăмсем тĕрлĕ ỹсĕм ушкăнĕсенче ăмăртрĕç. Ăмăртусен тĕп судйи В. Моисеев пулчĕ. Спорт ăмăртăвне пĕтĕмпе 315 çын хутшăнчĕ. Ăмăртура çаксем палăрчĕç. 18-24 çулсенчи хĕрарăмсем: 1-мĕш вырăн — Виктория Хромова (Трак вăтам шкулĕ). 25-29 çулсенчи хĕрарăмсем: 1-2-3 вырăнта — Татьяна Васильева (Еншик Чуллă шкулĕ), Анастасия Иванова (Упи шкулĕ), Наталья Николаева (Карай шкулĕ). 30-34 çулсенчи хĕрарăмсем: 1-2-3 вырăнта — Олеся Ефимова (“Сеспель” ача сачĕ), Светлана Романова (“Колосок”), Наталия Васильева (Трак шкулĕ). 30-34 çулсенчи арçынсем: 1-2 вырăнта — Михаил Петров (ДЮСШ), Андрей Соловьев (Упи шкулĕ). 35-39 çулсенчи хĕрарăмсем: 1-2-3 вырăнта — Ольга Аркадьева, Вера Борисова (Трак шкулĕ), Наталия Никитина (Еншик Чуллă шкулĕ). 35-39 çулсенчи арçынсем: 1-2-3 вырăнта — Михаил Филимонов (Трак шкулĕ), Денис Филимонов (Мăн Шетмĕ шкулĕ), Евгений Михайлов (Красноармейски шкулĕ). 40-44 çулсенчи хĕрарăмсем: 1-2-3 вырăнта — Лариса Ильина (Карай шкулĕ), Лариса Осипова (“Чебурашка”), Лариса Степанова (Карай шкулĕ). 40-44 çулсенчи арçынсем: 1-2 вырăнта — Алексей Васильев (Трак шкулĕ), Сергей Федоров (Упи шкулĕ). 45-49 çулсенчи хĕрарăмсем: 1-2-3 вырăнта — Светлана Дмитриева (Трак шкулĕ), Валентина Петрова, Валентина Прохорова (Чатукасси шкулĕ). 45-49 çулсенчи арçынсем: 1-2 вырăнта — Сергей Алексеев (искусство шкулĕ), Валентин Скворцов (Алманч шкулĕ). 50-54 çулсенчи хĕрарăмсем: 1-2-3 вырăнта — Людмила Андреева (Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕ), Эльвира Гаврилова (“Сеспель”), Любовь Фролова (Упи шкулĕ). 50-54 çулсенчи арçынсем: 1-мĕш вырăн — Владимир Афанасьев (Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ). 55-59 çулсенчи хĕрарăмсем: 1-2-3 вырăнта — Вера Иванова (Пикшик шкулĕ), Зинаида Михайлова (Красноармейски шкулĕ), Антонина Николаева (Алманч шкулĕ). 55-59 çулсенчи арçынсем: 1-мĕш вырăн — Петр Евграфов (Еншик Чуллă шкулĕ). 60-64 çулсенчи хĕрарăмсем: 1-2-3 вырăнта — Зинаида Владимирова (Чатукасси шкулĕ), Вера Фомина (Пикшик ял тăрăхĕ), Дина Ефимова (Трак шкулĕ). 60-64 çулсенчи арçынсем: 1-2-3 вырăнта — Олег Дмитриев, Лев Петров (Алманч шкулĕ), Юрий Арманов (Трак шкулĕ). 65-69 çулсенчи хĕрарăмсем: 1-мĕш вырăн — Надежда Чемоданова (“Сеспель”). 70 тата унран аслăрах çулсенчи хĕрарăмсем: 1-2 вырăнта — Елена Михеева (искусство шкулĕ), Людмила Белова (Трак шкулĕ). 70 тата унран аслăрах çулсенчи арçынсем: 1-мĕш вырăн — Виталий Егоров (Чатукасси ял тăрăхĕ). Спорт уявĕнче малти вырăна тухнисене медальсемпе, Дипломсемпе чысланă. Праçникре суту-илỹ ĕçченĕсем тĕрлĕрен таварсемпе тивĕçтернĕ, кашни спортсменах дистанцие чупса тухнă хыççăн вĕри чей астивнĕ. Обществăлла йĕркелĕхе полици ĕçченĕсем асăрхаса тăнă. Медицина ĕçченĕсем дежурствăра пулнă.

А. Андрейцева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика