АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » О. Николаев ЧР Патшалăх Канашĕн сессийĕн ĕçне хутшăннă

18 сентября 2020 г.

 Иртнĕ ытларикун ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О. Николаев ЧР Патшалăх Канашĕн улттăмĕш созыври черетлĕ 43-мĕш сессийĕн ĕçне хутшăннă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче чи малтан кăçалхи суйлав кампанийĕн ĕçне хутшăннисене, суйлав участокне килсе хăйсен сассисене панă суйлавçăсене тав тунă. “Чăваш Енре пурăнакансене суйлав участо-кĕсене килсе хăйсен сассисене республикăн çитес пилĕк çулхи тулли аталанăвĕшĕн панăшăн чĕререн тав тăватăп. Эпир çитес çулсенче тăван республикăра тĕп-леннĕ кашни ентешĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тивĕç”, — тенĕ Олег Алексеевич. “Умра вара питех те пысăк ĕç, — малалла палăртнă вăл. — Чи малтан регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегийĕнче палăртнă тĕп задачисене пурнăçа кĕртессишĕн тимлемелле. Çитес вăхăтра ЧР инвестици аталанăвĕн конкретлă пла-нĕсене пăхса тухса çирĕплетмелле. Эпир сирĕнпе таччăн çыхăнса ĕçлессе шанатăп. Халĕ чи малтан Чăваш Енĕн çитес тапхăрти бюджечĕпе ĕçлемелле”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика