АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм Раççейри цифрăллă пĕрремĕш халăх çыравĕ: мĕнлерех пулĕ вăл?

18 сентября 2020 г.

Хамăр çĕршывра туса кăларнă хăйне евĕрлĕ планшетсем, “Аврора” операци тытăмĕ, даннăйсене пуçтармалли тата усрамалли Bi-платформа — Раççей статистикин ертỹçи Павел Малков 2021 çулхи апрельте иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче усă куракан цифра çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарнă. Вĕсем мĕн тума кирлĕ, мĕнле ĕçлĕç тата çыравсене ирттерессинчи йăлана кăçалхи кĕркунне мĕнле улăштарĕç? 2020 çулхи октябрьте Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕрремĕш тапхăрĕ пуçланать — çĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районсенче çыравçăсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Вĕсем цифра технологийĕсен эффективлăхне пĕрремĕш тĕрĕслесе пăхĕç. Çынсем пурăнакан вырăнсене тухса çỹренĕ чухне çыравçăсем ятарлă программăллă электронлă планшетсемпе усă курĕç. Капла майпа пуçтарнă кăтартусене тỹрех шута илме тата пĕтĕмлетме пулать — купи-купи анкетăсемпе çыравçăсен йывăр сумккисем пăрахăçа тухаççĕ. Хуравсене хут çине çырса вăхăта ирттернинчен планшетсем ĕçе çăмăллатаççĕ, хăвăртлатаççĕ, йăнăшсем сахалрах пулаççĕ, чи пĕлтерĕшли, паллах, çырава ирттерме сахалрах укçа-тенкĕ тăккаланать. Планшетсене кăçалхи июль уйăхĕнче Мускавра тата Иваново облаçĕнче туса кăларма пуçланă. Пĕтĕмпе çырав валли 360 пин электронлă хатĕр кирлĕ пулать. Планшет 700 грамран та сахалрах таять. Унăн аккумулятор батареи нумайлăха чăтать — 7 пин мАч. Çыравçăсене тата тепĕр вăйлăрах аккумулятор параççĕ — 10 пин мАч. Çапла вара вĕсем темиçе кун чăрмавсăрах вырăна тухса ĕçлеме пултараççĕ. Планшета хума чехол пур, унтах аккумуляторпа астăвăм картти валли кĕсьесем, стилиус. Планшетсен пĕрремĕш партийĕ 2020 çулхи сентябрьте вырăна çитмелле. Вĕсемпе çĕршывăн аякри районĕсенче усă курĕç. “Çырав ирттернĕ хыççăн планшетсен пĕр пайĕ — 40 пин енне — Раççей статистикинче юлать. Ыттисене влаç органĕсене цифра технологийĕсен çĕнĕ проекчĕсене пурнăçа кĕртме паратпăр”, — пĕлтернĕ Раççей статистикин ертỹçи Павел Малков. Пĕтĕм планшетсем çине Раççейĕн пĕрремĕш “Аврора” операци тытăмне вырнаçтараççĕ. Вăл даннăйсене шанчăклă усрама, ют алла лекесрен сыхланма май парать. Смартфонсемпе е кĕсье телефонĕсемпе çавнашкалли час-часах тĕл пулать. “Аврора” операци тытăмĕн тата тепĕр лайăх енĕ пур: файл тытăмĕ арканманнине, çыхăну каналĕсем йĕркеллĕ ĕçленине тĕрĕслесе тăрать, даннăйсене цифра çине куçарать. “Аврора” тытăмпа халĕ Раççей почти, чукун çулĕ, “Ростелеком” компанисем усă кураççĕ. Планшетсемпе пуçтарнă цифрăллă даннăйсене пур енлĕ хỹтĕленĕ çыхăну каналĕсемпе Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕрлехи базине параççĕ. Çырав даннăйĕсене пуçтарма тата усрама кирлĕ Bi-платформа Раççей статистикине цифра çине куçарас çула малалла тытса пырать. Ку платформа Раççей статистикин ĕçченĕсене вырăнта çырава мĕнле хатĕрленнине, ирттернине тата кăтартусене пĕтĕмлетнине тỹрех сăнаса тăма май парать. Ĕçлеме меллĕ пултăр тесе пĕтĕм информацие виçĕ модуль çине пайланă. Пĕрремĕш модуле çырава хатĕрленес тĕлĕшпе ирттерекен пĕтĕм мероприяти кĕрет. Адрессене тĕрĕслесе çĕнетни, çыравçăсене йышăнса вĕрентни, çырав участокĕсем валли пỹлĕмсем тупни, оборудовани йĕркеллĕ ĕçлени, çав шутра, планшетсем те. Çак ĕçсем муниципаллă районсемпе хула округĕсенче мĕнле пынине çав вăхăтрах сăнаса тăма пулать. Иккĕмĕш модуль — халăхран ыйтса даннăйсем пуçтарнине тĕрĕслемелли тĕп хатĕр. Ку информаци 2020 çулхи апрельте пуçтарăнма пуçлать. Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕпе планшетсем çинчен те унтах пырать. Хваттерсене тухса çỹренине çăмăллăнах сăнаса тăма пулать, çав шутра материалсене памалли плана мĕнле пурнăçланине тата халăх интернет-çырава епле хутшăннине. Пĕтĕмĕшле илсен, çак тытăма пула кашни счет участокне “кĕрсе тухма”, кирек хăш çыравçă патне “çитсе курма” май пур. Виççĕмĕш модульре регионсемпе федераци шайĕнче çырав кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнине курма пулать. Даннăйсене кодсем панине, пĕр çĕре пуçтарнине тата Раççей статистикин базине куçарнине пуçласа çакнашкал сăнаса тăраççĕ, унччен кун пекки пулман. Даннăйсене йĕркелесе пĕтерсен тата кăтартусене пĕтĕмлетсен 2022 çулта пирĕн çĕршыв пирки влаç органĕсем кăна мар, кашни çын пĕтĕмпех пĕлме пултарĕ. Bi-платформа çапла тума май парать те ĕнтĕ. Çитес çыравăн тĕп çĕнĕлĕхĕ вăл электронлă çырав хучĕсене кашниех патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче хăй тĕллĕн тултарма пултарни. Сăнанă тăрăх, хăрушă чир сарăлнă тапхăрта нумайăшĕ çырава дистанци мелĕпе хутшăнма палăртаççĕ.Çĕршывра пурăнакансенчен 44 проценчĕ онлайн мел пирки пĕлет. 18-24 çулсенчи çамрăксем — 76 процент. ВЦИОМ халăхран телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлни çавна кăтартса панă. Унта 80 субъектра пурăнакан 1800 çын хутшăннă. Раççей статистики Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕсĕр пуçне регионсене халăхпа интернет урлă çыхăнмалли ресурссемпе те çыравра усă курма сĕнет. Тĕслĕхрен, Мускав Правительстви мэри сайтĕнче (Mosĕru) çырав опцине уçма хатĕррине пĕлтернĕ. Ку сайта çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакансем патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчен ытларах кăмăллаççĕ. Санкт-Петербургра та çакнашкал тума палăртаççĕ. Ытти регионсем те унта хутшăнма пултараççĕ. Раççей статистики BigData текен пысăк та нумай даннăйсене тĕпчемелли технологие йăлана кĕртме планлать. Хальхи вăхăтра вĕсемпе шутлавра усă курмалли концепцие хатĕрлеççĕ. Раççей статистикин ертỹçи Павел Малков каланă тăрăх, официаллă статистикăра çакнашкал опыт тĕнчере урăх çук. “Статистикăра тĕнчере усă куракан йăлана кĕнĕ даннăйсем хăйсен тĕрĕслĕхне çирĕплетнĕ. Вĕсене тĕнче шайĕнче йышăннă методологипе шутлаççĕ. Пысăк кăтартусенче вара çав методологие кĕмен информаци пур, çавăнпа вĕсене эксперимент мелĕпе пĕтĕмлетеççĕ”, — тенĕ вăл. Халĕ Раççей статистики административлă тата пысăк калăпăшлă кăтартусемпе усă курмалли çăлкуçсене тĕпчет. Пĕтĕмлетỹсене çулталăк вĕçлениччен хатĕрлесе çитермелле. “Эпир пысăк калăпăшлă тĕрлĕ енлĕ даннăсемпе эксперимент тума пуçларăмăр. Калăпăр, çыравра хаксене тĕпченĕ чухне. Кăçал Пенси фончĕн бази тăрăх ĕç укçи калăпăшне тĕпчетпĕр. Вăтам кăтартусене кăна мар, уйрăм категорисем тăрăх шутлатпăр. Ĕç укçине категорисемпе ку таранччен икĕ çулта пĕрре палăртнă. Малашне çитес вăхăтрах ăна кашни уйăхрах шутлама пултаратпăр”, — тенĕ Павел Малков. Малашне Раççей статистикинче тата икĕ пысăк ĕç пуçланать. Ку таранчченхи официаллă статистика пысăк даннăйсемпе ĕçлет. Иккĕмĕшĕ — ытти çĕнĕ кăтартусем. Вĕсем официаллă статистика шутланмаççĕ, анчах тĕпчевсенче усă курма пулать. Вĕсене эксперимент мелĕпе шутлатпăр. Тĕслĕхрен, муниципаллă районсемпе хула округĕсенче мĕн чухлĕ халăх пурăннине мобиллĕ çыхăну операторĕсен кăтартăвĕсем тăрăх палăртма пулать. Калăпăр, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне пĕтĕмлетнĕ чухне усă курса официаллă кăтартусемпе танлаштаратпăр, малалла тĕпчетпĕр. Павел Малков, Раççей патшалăх статистикин федераллă службин ертỹçи: 2021 çулхи апрельте иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ ку таранчченхи пекки юлашки тата цифрăллă пĕрремĕш çырав шутланать. Ăна хатĕрленнĕ май эпир 50 çĕршыв опытне тĕпчерĕмĕр, цифра технологийĕсене усă курассипе чи лайăххине суйласа илтĕмĕр. Электронлă планшетсем, информацие усрамалли тата геологаци карттисем, интернет урлă çырăнасси, нумай кăтартусемпе усă курасси тата ытти те. Мĕнпур çĕршывсенче тенĕ пекех электронлă планшетсемпе усă кураççĕ. 9 çĕршыв çеç, çав шутра Раççей, нумай даннăйсемпе ĕçлени пирки пĕлтернĕ. Çаксем пурте пĕрле, цифра çĕнĕлĕхĕсем çырав пĕлтерĕшне пысăкрах шая çĕклеççĕ. Пухнă информацие базăна хăвăртрах кĕртетпĕр, йăнăшсем тата пĕтĕмлетỹсем тăвас вăхăт чакаççĕ. Çырава эпир тепĕр çулах пĕтĕмлетме пултаратпăр. Унччен темиçе çул цифрăсене шутланă. Çав вăхăтрах çакна тепĕр хут палăртас килет: эпир харпăр хăй çинчен даннăсем пуçтармастпăр — çыравçăсенчен те, патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнчен те, кĕсье телефонĕсен операторĕсенчен те. Унта уйрăм çын вуçех çук. Анчах та вĕсем темиçе çул малалла аталанмалли çул-йĕр никĕсĕ пулса тăраççĕ. Павел Смелов, Раççей патшалăх статистикин федераллă службин ертỹçин çумĕ: “Çырава цифра çине куçарни хăвăртлăха ỹстерет тата çырава ирттерме каякан бюджет укçи-тенкине перекетлет. Эпир шутласа пăхнă тăрăх, Раççей статистики хальхи çыравра та 2010 çулхи пек 700 пин çыравçа йышăнса ĕçлеттернĕ, хут бланксем пичетленĕ, канцеляри таварĕсене туяннă пулсан, пĕтĕм тăкаксем 65 миллиард тенке çитĕччĕç. Çыравçăсен шучĕ чакни тата хут бланксене пăрахăçласа электронлă планшетсем çине куçни кăна тăкаксене икĕ хут чакарчĕ, халĕ вĕсем 33 миллиард тенкĕпе танлашаççĕ. Çыравăн Bi-платформине туни çĕнĕ майсем уçать. Унта планшетсемпе патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчен информаци пуçтарăнать. Лару-тăру центрĕ евĕр вăл. Эпир унта мĕнпур çыравçăсем ăçта çỹренине, мĕн тунине курма пултаратпăр, çавна май, çырав тĕрлĕ районта мĕнле иртсе пынине сăнатпăр. Çав тытăма эпир инфрмаципе паллаштарнă çĕрте те усă куратпăр. Таблицăсене кăларса хуратпăр та çыравăн пĕчĕк даннăйĕсемпе паллашма май туса паратпăр. Кашниех çав тытăма кĕрсе хăйĕн ыйтуне пама пултарать, ун çине хурав илет. Çапла вара, цифра технологийĕсемпе çырав тапхăрĕнче кăна мар, унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе ĕçленĕ çĕрте те усă куратпăр. Олег Никифоров, патшалăх статистикин федераллă службин Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçĕнчи управленийĕн ертỹçи: Раççейри тăхăр регионта 2018 çулта ирттернĕ тĕрĕслевлĕ çырав çитес çулхи çыравăн тĕп репетицийĕ пулчĕ. Петербургра вăл Княжевăра иртрĕ. Çыравçăсем ун чухне планшетсемпе çỹрерĕç. Вĕсем шанчăка тỹрре кăларчĕç. Халĕ операци тытăмĕ çĕнелсе улшăннă, çĕнĕ майсем кĕртнĕ. 2018 çултах эпир цифрăллă çыравра çамрăксем нумай хутшăннине куртăмăр. Çыравçăсенчен 80-85 проценчĕ студентсем, вĕсем гаджетсене питĕ хăвăрт хăнăхрĕç, лайăх усă курчĕç. Сĕннĕ ĕç вĕсемшĕн интереслĕ пулчĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - 2020 Медиаофис. wwwĕstrana2020ĕru

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика