АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиографи указателĕ хатĕрлесе кăларнă

18 сентября 2020 г.

Петĕр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) — пирĕн ентеш (хамăр районти Упаçырма ялĕнче çуралнă), паллă чĕлхеçĕ, поэт, вĕрентекен, куçаруçă. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче вăл 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Паянхи литературăра Петĕр Яккусен сасси хăйне уйрăммăн, сумлăн янăрать. Унăн поэзийĕнче çут çанталăк, çуралнă кил, тăван халăх пысăк вырăн йышăнаççĕ. Чăваш Республикин Наци библиотеки филологи наукисен кандидачĕн П. Яковлевăн паллă кунĕ тĕлне наукăпа пулăшу кăларăмĕ — унăн нумай енлĕ ĕç-хĕлне кăтартакан библиографи указательне хатĕрленĕ. Указателте П. Яковлевăн 1967 çултан пуçласа кăçалхи июль уйăхĕччен центрти тата вырăнти пичетре кун çути курнă монографисен, наука ĕçĕсен сборникĕсен, литература кăларăмĕсен, унăн произведенийĕсен кĕске содержанине вырăн панă. Вĕсене ушкăнсене пайланă: “П. Яковлевăн наука ĕçĕсем”, “Литература творчестви”, “Куçарусем”, “Пурнăçĕпе творчестви çинчен калакан литература”, “Хушма кăтартусем”. Материалсене тупса палăртас çĕрте ЧР Наци библиотекин электронлă каталогĕ, ретроспективлă библиографи кăларăмĕсем, библиографи указателĕсемпе списоксем, справка кăларăмĕсем тĕп вырăн йышăннă. Ум сăмаха Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн наука сотрудникĕсем, филологи наукисен кандидачĕсем Е. Долговăпа В. Никифорова хатĕрленĕ. Кăларăмпа литературоведсем, преподавательсемпе студентсем, П. Яковлев пурнăçĕпе тата творчествипе, пĕтĕмĕшле чăваш литературипе интересленекенсем усă курма пултараççĕ. Чăваш Наци библиотекин сотрудникĕсем мĕн пур кăмăлтан ученăй-литератора юбилей ячĕпе саламлаççĕ, указателе кăларма пулăшу кỹнĕшĕн тав сăмахĕ калаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика