АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сентябрĕн 1-мĕшĕ зумерсемшĕн: çĕнĕ ăру мĕнпе уйрăлса тăрать — çырав кăтартĕ!!!

15 сентября 2020 г.

 Çĕнĕ ăрури 20 миллион ытла Z çамрăк кăçал шкулсемпе аслă вĕренỹ заведенийĕсене кайрĕç. Вĕсем 90-мĕш çулсенче çуралнисенчен урăхларах. Тепĕр 10 çултан вĕсем кам пулĕç, çĕршыва мĕнле улăштарĕç, аслăрах ăрури хăйсен тантăшĕсенчен вĕсем халĕ мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Çавăн çинчен Пĕтĕм Раççейре 2020 çулта иртекен çырав каласа парĕ. Тĕрлĕ çĕршывсенчи социологсем асăрханă тăрăх, çирĕммĕш ĕмĕрĕн çурринчен пуçласа хăйнеевĕрлĕ çамрăксен пилĕк ăрăвĕ улшăнннă. Вăл шутра Раççейре те. Вĕсен шухăш-кăмăлĕ, паллах, хăш вăхăтра çуралнинчен, вĕреннинчен, пурнăç çулĕ çине тăнинчен, воспитанирен килет. Беби-бумерсен ăрăвĕн (1944—1963 çулсенче беби-бум тапхăрĕнче çуралнисем) хăйне евĕрлĕхĕ, тĕслĕхрен: патриотизм, коллективра ĕçлеме хăнăхни, обществăлла интереса харпăр-хăйĕннинчен маларах хуни, алă вăйĕпе лайăх ĕçлеме пултарни. Çав ăрурисем перекетлĕ, анчах ытларах тупăш илме май пур вăхăтри çынсем. Ун хыççăнхи Х ăрун (1964—1984 çулсенче çуралнисем, халăхра каланă пек пепси ăрăвĕ) уйрăмлăхĕ: ыттисенчен уйрăлса тăма тăрăшни, хăйсен сĕнĕвĕсемлĕ, ĕçлĕ, перекетлĕ, çав вăхăтрах шутламасăр япала туянма пултарни. Вĕсен тĕллевĕ — пурнăçра хăйсен вырăнне тупасси. Тĕп сăлтавĕ вара — укçа тата карьера, вĕсене вуншар çул пĕр вырăнта ĕçлесе тупма хатĕр. Тата тепĕр Y ăрун (1985—2000—2003 çулсенче çуралнă миллениалсем) хăйне евĕрлĕхĕ — социаллă тытăмсен серепине кĕрсе ỹкни. Вĕсем çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăма хаклаççĕ, укçа-тенке сапалаççĕ, ăна хăвăрт ĕçлесе илме тăрăшаççĕ, улшăнуллă, ялан пĕр пек мар, çынсен шухăшĕ хыççăн каяççĕ. Хăйсене кăтартма пултарассине хаклаççĕ. Тĕп сăлтав — хăй уйрăм аталанасси, ỹсесси. Улшăнусене тата умри тĕрлĕ задачăсене татса пама хатĕр. Пĕтĕм Раççейри 2002, 2010 çулсенчи çыравсем Х тата Y ăрусен тата мĕнле уйрăмлăхĕсемпе хăйне евĕрлĕхĕсене тупса палăртнине пĕлтерĕпĕр. Тĕслĕхрен, 2002 çулта 15-29 çулхисем (Х ăрурисем) 34,9 миллион çын шутланнă. Вăл шутран, 26,7 миллионĕ хулара пурăннă, 8,2 миллионĕ — ялта. Ĕç укçи пĕртен-пĕр тупăш çăл куçĕ тесе кăтартнă çамрăксем 13,9 миллион (40,2 процент) пулнă, 525 пинĕшĕ (1,5 процент) стипендипе кăна пурăннă. Ашшĕ-амăшĕн е тăванĕсен, пачах ют çынсен шучĕпе пурăнакансем 9,5 миллион çын (27,6 процент). 2010 çулхи çыравра 15-29 çултисем (Y ăру) чакнă, 32,5 миллион кăна юлнă. Çакă та паллă, Y ăрура хулара пурăнаканнисен йышĕ 2 миллиона яхăн чакнă 24,5 миллион çын шутланнă. Ялта пурăнакансен йышĕ вара улшăнман — 8 миллион çын. Y ăрури 16,7 миллион çын (52,9 процент) ĕç укçи тĕп тупăш çăл куçĕ тесе палăртнă. 2010 çулта стипендипе 578 пин çын пурăннă (1,8 процент). Ыттисен шутĕнчен пурăнакансем 11,5 миллион çын шутланнă (36,3 процент). Çырав вăхăтĕнче регионсем тăрăх пухнă танлаштаруллă çакнашкал кăтартусем социологсемшĕн питĕ паха. Вĕсем общество малалла мĕнле улшăнма пултарни пирки калаççĕ, хăйне евĕрлĕ шухăш-кăмăллă, пурнăç пахалăхлĕ çамрăк ăру ун çине мĕнле витĕм кỹрĕ? Çавăн пекех, çав кăтартусем 2000 çулсенче çуралма пуçланă Z ăру (зумерсем) миллениалсене хĕссе кăларма тытăннине, паянхи шкул ачисемпе студентсенчен мĕн кĕтмеллине ăнлантарĕç. Зумерсен тĕп уйрăмлăхĕ: вĕсем яланах онлайн, тĕллевĕсене хăвăрт улăштараççĕ, авторитета йышăнмаççĕ. Пур çĕрте те тĕрлĕрен пулнине юратаççĕ. Укçа вĕсемшĕн тĕп вырăнта мар, анчах ашшĕ-амăшĕсем япала туяннă чухне вĕсен шухăшне улăштарма пултараççĕ. Хăйсем тĕллĕн аталанассине, ăслăлăх пĕлỹне хаклаççĕ. Цифра технологийĕсемсĕр пурăнма пултараймаççĕ. Вăй хурса ĕçлеме хăнăхман. Миллениалсен хăйне евĕрлĕхне пула — улшăнусемшĕн хыпăнни тата пурлăх пуçтарма юратманни — паян хваттер, автомашина, тĕрлĕ техника арендăна илесси лайăх аталанать. Раççейри RuGenerations теори шкулĕн ертỹçи тата координаторĕ Евгений Шамис шухăшĕпе миллениалсем çак принципсемпе тепĕр 15 çул пурăнма пултараççĕ, анчах çĕнĕ ăру вĕсен çулĕпе каймасан та пултарать. Социологсем çакна та палăртаççĕ: зумерсем халĕ çĕнĕлĕхсемпе улшăнусемшĕн питех çунмаççĕ, хăнăхнине пăрахăçлама васкамаççĕ. Пĕр-пĕрин хутшăнăвĕсенче те вăл палăрать. Ку та пĕтĕмпех мар-ха. Техника прогресĕпе пĕрле ăрусем те хăвăртрах улшăнса пыраççĕ. Зумерсене кĕçех Альфа ăру улăштарĕ — халăхра каланă пек, “аллисенче планшетсемпе çуралнă ачасем”. Вĕсен пурнăç ыйтăвĕсемпе пахалăхне тĕпчемелле-ха. Анчах, халех паллă, вĕсем ыттисенчен ытларах пĕлме тăрăшаççĕ, кăсăкланаççĕ. Зумерсемпе альфасем пирки интереслине тата малтанхи ăрусенчи çамрăксемпе паян мĕн пулса иртнине эпир кĕçех Пĕтĕм Раççейри 2021 çулхи апрельте пулакан çыравран пĕлĕпĕр. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2021 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен иртет. Унăн тĕп çĕнĕлĕхĕ — Раççейре пурăнакан кашни çын хăйĕн çинчен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (Gosuslugi.ru) электронлă çырав листисене тултарса пĕлтерме пултарать. Килсене тухса çỹрекенсем ятарлă программăллă планшетсемпе усă курĕç. Çавăн пекех, çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшусем паракан нумай функциллĕ центрсенче çырава хутшăнма май пулĕ. “Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ — 2020” Медиаофис. media@strana2020.ru

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика