АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр çула çит, кинемей!

15 сентября 2020 г.

Хăй кун-çулне çуралса ỹснĕ Ыхракасси ялĕнчех ирттерет Тарье кинемей. Хут çинче вара ăна Дарья Семеновна Филиппова тесе çыраççĕ. Трак районĕ йĕркелениччен виçĕ çул маларах çутă тĕнчене килнĕ вăл. Вăрçă ачи шутланать. — Ман асаттене ялта Маçак Çеменĕ тенĕ. Асаннене Кĕтерин тесе чĕнетчĕç. Вĕсем Хĕлĕп, Ваççа, Санька ятлă ачасене çуратса ỹстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕсем пурте ялтах пурăнчĕç. Атте хыççăнхи хĕрĕ Шăпăрлăвара качча тухнăччĕ. Унăн Микулай ывăлĕн Юлийĕ халĕ те Ямайкассинче пурăнать-ха.., — хăйсен йăх-ăрачĕ пирки паян та тĕплĕ каласа пама пултарать ятлă-сумлă ватă. Çемен Хĕлипĕ Анаткасри Варварипе Мăн Шетмĕ пуххинче паллашнă. Çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштернĕ, каруççельпе ярăннă, яш-кĕрĕм вăййисене хутшăннă. Вăхăт çитсен çемье тĕвĕленĕ. Кĕçех çамрăксен Павăл, Тарье, Виталий ятлă ачасем çуралнă, çепĕç сассисемпе кил-йыша савăнтарнă. Асли малтан колхозра кладовщик пулса тăрăшнă. Кайран çут çанталăка килĕштернĕскер лесник ĕçне суйласа илнĕ. Павел Филиппов 30 çул ытла Çĕмĕрлери вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă, Мыслец разъездĕнче пурăннă. Павăлпа Анна Филипповсем (вăл та Ыхракассисемех) Иринăпа Ольăна (иккĕшĕ те педагог), Верăпа Гальăна тата Кольăна пăхса ỹстернĕ. Вĕсен пурĕ 9 мăнук, кашниех харпăр хăй ĕçĕнче палăрнă, чыс-хисепе тивĕçнĕ. Çак çемье кун-çулне, çĕршер пин çыннăн евĕрех, тĕнчери чи хаяр вăрçă пĕр шелсĕр акăш-макăш тустарса тăкнă. “Çиччĕн çуралса пĕр килте ỹссен мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?” — юррăн юлашки сăмахĕсем Тарье кинемейĕн чун-чĕрине кашнинчех хăрушшăн тăрмалаççĕ. Вăрçăччен Анаткасри Аннăпа Петĕр Андреевсен туслă çичĕ ачаран Варварипе Афанасий тата Марина çемьеллĕ пулма ĕлкĕрнĕ. Асли Ыхракассинче, ун хыççăнхи Анатри Типçырмара тĕпленнĕ. Телейлĕ вăхăтра вĕсен пирвайхи пепкисем çуралнă, хаваслă пуласлăха шантарнă... Кĕçех фашизм чуми вуншар çĕршыва çавăрса илнĕ, унти халăха чуралăха куçарнă. Йышлă çемьери Ухванеçпе Курие тата Михаила Тăван Çĕршыва хỹтĕлеме мобилизациленĕ. Вĕсенчен кашниех çапăçусене хутшăннă, пĕрре кăна мар вилĕме хирĕç куçа-куçăн тĕл пулнă. Тăвансем 1942—1943 çулсенче пĕр-пĕрин хыççăнах вăрçă çулăмĕнче хыпарсăр çухалнă. Ялти хĕр-упраçа та вăл вăхăтра çăмăл килмен. Вĕсене вăрман касма, окоп чавма, торф кăларма явăçтарнă. Уй-хирте, фермăра тăрăшуллă ĕçлени те çĕршыв хăватне ỹстерме, Çĕнтерĕве çывхарма нумай пулăшнă. Выçăллă-тутăллă пурăнни, харпăр хăйне хĕрхенмесĕр шăнса-тарласа вăй хуни, чылай хĕрарăм кун-çулне кĕскетнĕ. Çак сăлтавсене пулах ĕнтĕ Униççипе Кĕтерин сывлăхĕ хавшанă, çемье çаврăма май килмен, ватăлса çитичченех пĕччен пурăннă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те ял çыннин пурнăçĕ çăмăл килмен. Мĕн пур ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланă. Колхозра вăй хунă кашни куна ĕç кунĕпе хакланă. Акă епле аса илчĕ вăл тапхăра “Стаханов” пĕрлешỹллĕ хуçалăхра вăй хунă Тарье кинемей. — Манăн уй-хирте тăрăшма та, ĕне ферминче ĕçлеме те, 15 çул сурăхсем пăхма та тỹр килчĕ. Эпĕ çурхи-кĕрхи çул-йĕр питĕрĕннĕ тапхăра халĕ те манаймастăп. Шыв-шур пирки фермăри сĕте районти сепаратор пунктне илсе çитерме май çукчĕ. Икĕ эрнене яхăн фермăран киле каймасăр уйран уçласа çу тăваттăмăр. Марьяпа хамăр ялта, тепĕр эрне Хветуçпа Уйриçуртри фермăра ĕçлеттĕмĕр. Ĕнисене алăпа сунă, сĕтне уçланă, выльăх-чĕрлĕх вырăнне те алăпах хырса тасатнă. Мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши тата епле чăтнă-ши? Халĕ те тĕлĕнетĕп. Чĕркуççи гангренăна ан куçтăр тесен, ăна ирĕн-каçăн çуса тасатса кирлĕ им-çампа сĕрмелле пулнă. Амăшĕ ĕçе çỹренĕ, чирлекеленĕ. Санитарка тивĕçĕ-сене çемьере çамрăк Тарьен пурнăçлама тивнĕ... Турра шĕкĕр, çут тĕнчере 88 çул кун кунлать кинемей. Малашне те çапла пултăрччĕ. 100 çула çит, кинемей! В. Константинов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика