АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак енсем кооператорсен уявĕнче

15 сентября 2020 г.

 Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăвашпотребсоюза йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче савăк мероприяти иртнĕ. Юбилейлă мероприятине Трак ен кооператорĕсем те хутшăннă. 100 çул каялла Чăваш автономи облаçĕнчи коопераци организацийĕсем халăха таварпа, çăмăллăхпа тивĕçтерме Чăвашсоюза пĕрлешнĕ. Унтанпа вăл сулмаклăн малалла утать. Çирĕм çул ытла ĕнтĕ Чăвашпотребсоюз, районсенчи потребитель обществисем Раççейри потребитель кооперацийĕсен хушшинче малтисен йышĕнче. Чăвашпотребсоюз çулсерен 10 млрд тенкĕлĕх ĕç-хĕле пурнăçлать. Унăн тытăмĕнче 6 пин çын ĕçлет. Юлашки 5 çулта 1,4 млрд тенкĕлĕх инвестици хывнă. Укçа-тенкĕ ял территорийĕсене аталантарма, çынсене çăмăллăхпа тивĕçтерессине лайăхлатма кайнă. Суту-илỹ предприятийĕсен ĕç-хĕлне автоматизацилени те тавар туянакансен ыйтăвĕсене çийĕнчех пурнăçлама май парать. Чăваш потребсоюз çулсерен 1 млрд тенкĕлĕх ял хуçалăх продукцине хатĕрлет. Аграрисемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Хушма хуçалăхсем ытлашши продукцие кооператорсене сутаççĕ. Ир-ирех автомашинăсем ялсене сĕт пуçтарма тухса каяççĕ. Куллен 80 тоннăна яхăн чĕр тавар йышăнаççĕ. Иртнĕ çул хушма хуçалăхсенчен 25 пин тонна сĕт туяннă. Уншăн 480 млн тенкĕ тỹленĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытни ялта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерме, хушма тупăш илме май парать. Суту-илỹ çурчĕсен тытăмне автоматизацилени (1 пин ытла лавккана) ĕç-хĕле палăрмаллах лайăхлатнă. Сентре çинчи таварсен 70 проценчĕ ытла вырăнта туса илнĕ продукци. Чăвашпотребсоюзăн 19 предприятийĕ куллен 30 тонна ытла çăкăр тата çăкăр-булка изделийĕсем хатĕрлесе кăларать. Вĕсене лавккасене, социаллă учрежденисене ăсатаççĕ. Республикăри аякри пĕчĕк ялсене 45 автолавкка куллен кирлĕ таварсене çитерет. Уява хутшăннисене ЧР Пуçлăхĕ О. Николаев пĕр ĕмĕрхи юбилейĕпе саламланă, чыслă ĕçшĕн, ырă пуçарусемшĕн, ĕçе тивĕçлипе парăннăшăн тав тунă. Олег Алексеевич Чăвашпотребсоюз Раççейĕн Центросоюз тытăмĕнче малти вырăнсенчен пĕрне йышăннине, регион аталанăвне пысăк тỹпе хывнине палăртнă. Паян кооператорсем хатĕрлев, тирпейлекен ĕçпе, ял хуçалăх продукцине вырнаçтарас енĕпе пысăк ĕç туса ирттреççĕ, вĕсем суту-илỹ, производство, аптека ĕçĕ-хĕлĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Чăваш Ен коопераци тытăмĕн промышленность предприятийĕсен шутне çăкăр завочĕсем, кăлпасси, пулă тĕтĕмлекен тата тăварлакан, кондитер тата макарон кăларакан, тĕрлĕрен напитоксемпе минерал шывĕсен, апат-çимĕç консервисен, ытти цехсем кĕреççĕ. Асăннă тытăмра апат-çимĕç продукцийĕ тирпейлекен 118 тата апат-çимĕç мар таварсен 9 цехĕ ĕçлет. Паян чăвашпотребсоюз хăйĕн тытăмне аталантарас тата çĕнетсе пырас тĕ-лĕшпе инвестицисем хывас, çĕнĕ суту-илỹ комплексĕсем тăвас, çĕнĕ çă-мăллăхсем парас тĕлĕшпе активлă ĕçлесе пырать. Драмтеатрăн фойинче тата умĕнче коопераци тытăмĕнчи предприятисен апат-çимĕçĕн куравне йĕркеленĕ. Хăнасем вĕсемпе савăнсах паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика