АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тунсăхлама вăхăт пулман

15 сентября 2020 г.

Урамра коронавирус алхаснă тапхăрта аслă ăру çыннисенчен ытларахăшĕ килтен ытлах тухса çỹремен тесен те тĕрĕсех. Çапах та вĕсен тунсăхлама вăхăт та пулман темелле. Çакă ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн президиумĕн членĕсен тата ветерансен вырăнсенчи пуçламăш организацийĕсен председателĕсен районти Культура çуртĕнче авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртнĕ пĕрлехи тĕл пулăвĕнче те уççăнах сисĕнчĕ. Тĕл пулăва уçнă май, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен (пенсионерсен) районти канашĕн председателĕ Г. Ефимов та хăй ку шухăшпа килĕшнине каларĕ. "Усал чир алхаснă вăхăтра та аслă ăру çыннисем алă усса ларман, хăйсен тивĕçĕсене чун-чĕре хушнă евĕр туллин пурнăçа кĕртме çине тăнă", — палăртрĕ Георгий Леонидович. Вăл кăçалхи пуш-çурла уйăхĕсенче йĕркеленĕ ырă ĕçсемпе акцисем çинче, Карай, Янмурçин тата ытти тăрăхсенчи ветерансен канашĕсен ертỹçисен ăнăçулăхĕ пирки чарăнса тăчĕ, вĕсене ырламасăр чăтса тăраймарĕ. Г. Ефимов ветерансем хутшăннипе çывăх вăхăтра Янмурçинра тата Пикшик тăрăхĕсенче (авăн тата юпа уйăхĕсенче) тĕл пулусем иртессе те шантарчĕ. Тĕл пулура çавăн пекех районти историпе таврапĕлỹ музейĕн ĕçченĕ В. Тихонова, Вăрманкас Шетмĕ ялĕнчи А. Скворцов тата районти тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн ертỹçи К. Васильева сăмах илчĕç. Валентина Аркадьевнăпа Клавдия Ильинична Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа ирттернĕ ĕç-пуçпа паллаштарчĕç пулсан, Анатолий Иванович хăйĕн сăмахне 85, 90, 95 тата 100 çула пурăнса çитнĕ ватăсене юбилейсен ятарлă медалĕсемпе тивĕçтерни-хаклани пирки хавхаланса калаçрĕ. Çапла, тунсăхлама, чăннипех те, пĕртте вăхăт пулман ветерансен организацийĕсенче иртнĕ тапхăрта. Кăçалхи сумлă юбилейсене — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа — 75, Чăваш автономине йĕркеленĕренпе — 100 тата Красноармейски районне туса хунăранпа 85 çул тултарнине халалласа йĕркелекен районти "Ветерансен канашĕн тăрăшуллă председателĕ" конкурс комиссийĕн председателĕ С. Мефодьева ĕçсене юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăннине, çавăнпах васкамаллине пĕлтерчĕ. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов та пычĕ. Александр Николаевич юлашки вăхăтра район центрĕпе ялсене тирпей-илем кĕртес, вĕрентỹпе культура учрежденийĕсене, ача сачĕсене юсаса çĕнетес енĕпе ирттернĕ ĕçсем, вĕсенче типтерлĕхпе перекетлĕх тĕпре пулни çинчен туллин каласа пачĕ, пухăннисен чунĕсене хумхантарса канăçсăрлантаракан чылай ыйтăва хуравларĕ, тĕллевсене те асăнмасăр хăвармарĕ. Вăл кунпа пĕрлех ветерансен пĕр ушкăнне Тав хучĕсемпе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, ирттернĕ ĕçсене пысăк хак пани, малашлăхри тĕллевсене çапла пайăррăн асăнни пухăннисен чун-чĕрине уçă варкăш вĕрсе кĕртрĕ. Тĕл пулура Раççейри Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Çĕрпỹ районĕн уйрăмĕн Красноармейски районĕнчи клиент службин (пай прависемпе) ертỹçи М. Короткова та пулчĕ. Вăл аслă ăру çыннисен ыйтăвĕсене хурав панипе те пухăннисем кăмăллă юлчĕç. В. Данилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика