АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов Трак енре пурăнакансемпе малалла курнăçать

15 сентября 2020 г.

 Пикшик тăрăхĕнче пулнă май Александр Николаевич вырăнти кану çуртĕнче Пикшик ял тăрăхĕн депутачĕсемпе, ку тăрăхра пурăнакансемпе тĕл пулчĕ, юлашки вăхăтра пурнăçланă ĕçсемпе, районăн 2020-2025 çулĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе паллаштарчĕ. Л. Иванова, Л. Соловьев, Г. Ильин, Н. Шемякина сăмах илнĕ май ялсенче шывпа, электричество çутипе тивĕçтерес, пĕвесене тасатас ыйтусене хускатрĕç. Тĕл пулăва килнисем район центрĕнче, ял тăрăхĕсенче тирпей-илем ыйтăвĕпе пурнăçланă ĕçсемшĕн район ертỹлĕхне тав сăмахĕ каларĕç. Унсăр пуçне Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхне В. Фомина ялсенче хытă сийлĕ тата вак чул сарнă çулсем тума, кану çуртне çĕнетме май тупнăшăн унăн ĕçĕпе кăмăллă юлнине пĕлтерчĕç. А. Кузнецов райцентрти Ленин урамĕнчи 61, 61-1, 63, 65-1, 65-2 çуртсенче, Чапаев, К. Маркс, Новая, Дружба, райцентрти Г. Степанов урамсенче, Липовка ялĕнче пурăнакансемпе, Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн активĕпе, "Раççей почти" АОн районти уйрăмĕн, "Росгосстрах" ОООн районти страхлакан уйрăмĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Александр Николаевич пухăннисене çитес 5 çулхи тĕллевсем çинчен каласа кăтартнă. Ку таранччен районта строительство, юсав тата тирпей-илем енĕпе уйрăм пысăк ĕç туса ирттернĕ. Районти ДЮСШ, шкулсемпе спортзалсене, районти культура çурчĕпе Заволжски клуба тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, территорисене тирпей-илем кĕртнĕ. Райцентрта, ял тăрăхĕсен тĕп усадьбисенче çĕнĕ тротуарсем, автоçулсем хута янă, райцентрти стадиона (унăн футбол уйĕ искусственнăй виткĕчлĕ пулать) юсаса çĕнетеççĕ. Икĕ çул хушшинче 15 автопарковка тунă. Çĕнĕ котельнăйсене ĕçе янă. Çĕнĕ бассейн, виçĕ хутлă культура çурчĕ, райцентрти Чапаев урамĕнчи стадиона юсаса çĕнетме проектсем хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика