АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фантом-предприятисем

03 июля 2020 г.

Россельхознадзорăн “Меркурий” тытăмĕ сĕт отраслĕнче кăна пĕлтĕр Раççейĕпе 198 фантом-предприяти тупса палăртнă. Мĕне пĕлтерет-ха фантом-предприяти (“площадка” тесе палăртаççĕ асăннă тытăмра). Чăннипе, çук та вăл. Документсем тăрăх унта продукци хатĕрлеççĕ тата упраççĕ пек. Анчах нимле производство тата склад пирки сăмах пулма та пултараймасть. Пуринчен ытла вара çакнашкал суя предприятисене Россельхознадзорăн Мускаври, Мускав тата Тула облаçĕсенчи управленийĕ шута илнĕ, пĕтĕмпе — 96. Фиктивлă предприятисем пирки Россельхознадзор сайтĕнче çырсах тăраççĕ. Акă нумаях пулмасть Чăваш Республикинче те çакнашкал предприятисем тупни çинчен пĕлтерчĕç. Пĕрне Патăрьел районĕнчи предприниматель çине регистрациленĕ пулнă, тепĕр иккĕшне — Вăрмар районĕнчи усламçă çине. “Меркурийри” кăтартусем тăрăх, вĕсем иккĕшĕ те предприниматель ĕç-хĕлне чарса лартнă пулин те, продукцие çаплах йышăннă, çав шутра сĕт таврашне те. Шел те, кунашкал тĕслĕхсем сахал мар. Пĕтĕмпе республикăра çулталăк пуçланнăранпа сĕт отраслĕнче 5 фантом-предприяти тупса палăртнă. Вĕсене паллах ку тытăмра ĕçлеме чарса лартнă. Сĕт отраслĕнче кăна мар, ытти енпе те йĕркене пăснине тăрă шыв çине кăларать “Меркурий”. Тытăмра ĕçлеме чарса лартни йĕркесĕрлĕхпе кĕрешмелли мелсенчен пĕри. Сăмах май, пĕр йăнăшшăнах çапла йышăну кăлармаççĕ, çине-çинех темиçе йăнăш туни çапла тума хистет. Сăмах май, пĕтĕмĕшле кăçалхи çур çулта ку тытăмра ĕçлеме чарса лартнă 51 тĕслĕхе шута илнĕ. Ытларах вара ку тытăмра продукци срокран тухнă пулин те, вĕсен тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсем çырса панă тĕслĕхсем тупса палăртрĕç юлашки вăхăтра Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем. Республикăра “Гашение эВСД” текен операцие çаплах пурте пурнăçламаççĕ-ха. Вăл е ку продукци вырăна çитнине пĕлтерекен операци ку. Специалистсем каланă тăрăх, ытларах кафе е лавкка тытакан предпринимательсем çак “ĕçе” вĕçне çитермеççĕ иккен. Пусăм тусах калам, çакă йĕркене пăсни шутланать, çавăнпа та штраф тỹлеттерме те пултараççĕ.

Н. Васильева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика