АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Кузнецов Трак енри юсав ĕçĕсемпе паллашнă

03 июля 2020 г.

А. Кузнецов Трак енри юсав ĕçĕсемпе паллашнă

 Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов районта юсав ĕçĕсем епле пынипе паллашнă. Коронавирус инфекцине пăхмасăрах Трак енре юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Подрядлă организацисен строителĕсем объектсене палăртнă вăхăт тĕлне вĕçлес тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ. “Вăрнар-Упи-Красноармейски” республика пĕлтерĕшлĕ автоçул çинче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсене “Водострой” ООО ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Упи ялĕнчи кану çурчĕн тăррине юсас ĕçсем малалла пыраççĕ. Красноармейски ялĕн кăнтăр хĕвел тухăç микрорайонĕнче, унта нумай ачаллă çемьесене пỹрт-çурт çĕклеме тата сад хуçалăхне малалла аталантарма тỹлевсĕр çĕр участокĕсем уйăрса панă, газ кĕртес ĕçсем вăй илеççĕ. Район центрĕнчи Ленин урамĕн икĕ енĕпе те тротуар сарас ĕçсем тытăннă. Заволжски клубпа кунти 103 №-лĕ çурт çывăхĕнче экопарковка пулать. Сăмах май, юлашки икĕ çул хушшинче райцентрта 14 парковка ĕçе кĕртнĕ, кăçал тата виççĕ тума пăхаççĕ. Автомобиль хуçисем çак хăтлăха туйса илчĕç ĕнтĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика