АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РФ Патшалăх Думин депутачĕ Н. Малов — Трак енре

03 июля 2020 г.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Н. Малов — Трак енре

Иртнĕ ытларикун Трак енре Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, кунти "Единая Россия" политика партийĕн фракци членĕ, парламентăн çут çанталăк ресурсĕсем, харпăрлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен комитечĕн членĕ Н. Малов пулчĕ. Ю. Борисов Чи малтанах Николай Владимировича район администрацийĕнче А. Кузнецов пуçлăх йышăнчĕ, Трак енре юлашки вăхăтра тăвакан ĕçсемпе, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. — Раççей Патшалăх Думин ырă йăла пур. Депутатсем хĕлле тата çулла ятарласа регионсене тухса каяççĕ, вĕсенчи лару-тăрупа тĕплĕн паллашаççĕ. Çакă вĕсене малашнехи ĕçре питех те кирлĕ пулать, — терĕ Мускав хăни. Н. Малов юлашки хут Красноармейскинче Республика кунне уявланă чух пулнине палăртрĕ, унтанпа район центрĕ чылай çĕнелсе улшăннине пытармарĕ. Вăл шăп çав кун район администрацийĕнче иртекен суйлав участокĕсен секретарĕсен вĕренĕвĕнче пулса курчĕ, Раççей Конституцине тỹрлетỹсем кĕртессипе çыхăннă сасăлав епле пынипе районти Культура çуртĕнче вырнаçнă участокри комиссин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Юлашки вăхăтра коронавирус эпидемийĕ сарăлни чылай çĕрте ĕçсĕрлĕх шайĕ çинче уйрăммăн палăрчĕ. Ку енĕпе Трак енре лару-тăру епле-ха? Унпа паллашас тĕллевпе Н. Малов ятарласа районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта пулса курчĕ. — Лару-тăру çăмăлах мар. Енчен те пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне эпир хамăр центрта ĕçсĕр тесе 41 çынна регистрациленĕ пулсан, паян вĕсен хисепĕ 248 çынна çитрĕ, — тет центр директорĕ И. Козлов. — Ĕçĕ çăмăлах мар. Ĕçсĕр тăрса юлнă вун-вун çыннăн шăпи пирĕн алăра. Авă, пирĕн ĕçченсен тăтăшах телефон шăнкăравĕ çинче ларма, кунне 50 çыннăн кăтартăвĕсемпе интересленме тивет. Вĕсене пăхса тухмалла, якатмалла. Апла пулин те кашниех хăйне шанса панă участокра туллин тимлет. Паян ĕçсĕррисем валли 200 ытла ваканси пур. Н. Малов Красноармейски урамĕсем тăрăх çурранах çỹрерĕ, хăй тĕл пулнă çынсене пĕр ыйту пачĕ: "Эсир ра-йон ертỹлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, Красноармейски ялĕнче пулса иртекен ырă улшăнусемпе кăмăллă-и?". "Çапла, кăмăллă, ку евĕр ертỹçĕсене эпир тахçанах кĕтнĕ," — пулчĕç хуравсем. Мускав хăни райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн консультаципе диагностика центрĕнче, Çĕнтерỹ паркĕнче пулчĕ, юлашкинчен Красноармейскинчи тĕп стадиона çитсе курчĕ. Паян кунта юсав ĕçĕсем анлăн сарăлнă. Искусственнăй виткĕчлĕ футбол уйĕ пулмалла. Мĕн пур ĕçе Чăваш Енти "Физкультурăпа массăллă спорта аталантарасси" çум программăпа, "Физкультурăпа спорта аталантарасси" программăпа пурнăçлаççĕ. Мĕн пур ĕçсен хакĕ 32 миллион тенкĕпе танлашать. Вĕсене авăн уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне вĕçлемелле. "Мĕн пур ĕçсем графикпа килĕшỹллĕн пулса пыраççĕ", — тет районти ДЮСШ директорĕ В. Моисеев. — Подрядчик ĕçĕпе кăмăллă. Мĕн пур ĕçе палăртнă вăхăт тĕлне вĕçлеме майсем çителĕклĕ". Н. Малов Владимир Валерьяновича сумлă ĕçшĕн, Трак енре физкультурăпа спорта сарассишĕн тимлĕ ĕçленĕшĕн хăй ячĕллĕ Тав хутне парса чысларĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика