АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнарпуçĕнчи Игнатьевсен ĕç-хĕл ăнса пырать

03 июля 2020 г.

Шăнарпуçĕнчи Игнатьевсен ĕç-хĕл ăнса пырать

 Район администрацийĕн ертỹçи А. Кузнецов ĕçлĕ çул çỹревпе Чатукасси тăрăхне кĕрекен Шăнарпуçĕнчи Ирина Игнатьева хресченпе фермер хуçалăхĕнче пулса курнă, кунта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем епле пынипе паллашнă. И. Игнатьева ХФХăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем 145 гектар йышăнаççĕ. Паян хуçалăхра 75 пуç мăйракаллă шутра выльăх, вăл шутра сăвакан 30 ĕне тытаççĕ. Виçĕ çул каялла субсиди мелĕпе илнĕ грантпа хуçалăх Беларус-1025.2 трактор, пресс-подборщик тата çамрăк выльăхсем туяннă. Паянхи куна хуçалăхра 40 гектар ытла нумай çул ỹсекен курăксем çулнă, 150 ытла тонна утă хатĕрленĕ. Ĕçре рулонсене йĕркелештерекен NWS660 NEONIR пысăк пулăшу кỹрет. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç малалла пырать. "Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илес çĕрте пахалăхлă апат тата ăна çителĕклĕ таран хатĕрлесе хăварни тĕп вырăнта. Паян унăн мĕн пур технологи нормисене пăхăнса ĕçлеме тăрăшатпăр", — тет ХФХ ертỹçин мăшăрĕ Валерий Игнатьев. Ю. Самсонов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика