АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ен Раççей пуласлăхĕшĕн сасăларĕ

03 июля 2020 г.

Трак ен Раççей пуласлăхĕшĕн сасăларĕ

 Раççейри пекех Трак енре те çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса Раççей Конституцине — Тĕп саккунне — хушăмсем кĕртессипе сасăлав иртрĕ. Иртнĕ юнкун, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче, сасăлавăн тĕп кунĕ пулчĕ. Раççей Конституцине хушăмсем кĕртессипе сасăлав ирттерме Трак енре 20 суйлав участокĕ туса хунă. Июлĕн 1-мĕшĕнче эпĕ райцентрти Культура çуртĕнче вырнаçнă 702-мĕш суйлав участокĕнче пултăм. Вăхăт 8 сехет. Суйлав участокĕн председателĕ Н. Васильев тĕп сасăлав кунĕ пуçланни çинчен пĕлтерет, пурне те ăнăçу сунать. Асăннă суйлав участокĕ Трак енре чи пысăккисенчен пĕри. Вăл сасăлавра Красноармейскинчи Ленин, Васильев, К. Маркс, Первомайская, Механизаторсен, Союзная, “Çĕнтерĕве 30 çул”, Моркинская, Новая, Траковская урамсенче, Липовка, Васнар, Вутлан, Кайри Карăк, Малти Карăк ялĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. — Пирĕн участока 1391 суйлавçă кĕрет, — тет Н. Васильев. — Июнĕн 25-мĕшĕнче 427, июнĕн 26-мĕшĕнче — 330, тепĕр кунне — 220, июнĕн 28-мĕшĕнче — 195, юлашки икĕ кунта 75-шер çын хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçларĕ. Паян иртнĕ кунсенче сасăлава килейменнисем сасăлав участокне çитессе çирĕп шанатăп. Ватăсем, тухса çỹрейменнисем патне килĕсене каятпăр. Каçхине 20 сехетре суйлав участокĕсем хăйсен алăкĕсене хупрĕç. Территори суйлав участокĕнчен çапла пĕлтерчĕç: Трак енри суйлавçăсен 96 проценчĕ Тĕп саккуна хушăмсем кĕртессипе иртнĕ сасăлава хутшăннă, 88 проценчĕ хушăмсем кĕртессишĕн сасăланă. Çакна палăртма кăмăллă: пирĕн район суйлавçăсем сасăлава хутшăннин кăтартăвĕпе Чăваш Енре малти виçĕ вырăнтан пĕрне йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика