АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хваттер ыйтăвĕ: пурнăç условийĕсемпе халăх çыравĕнче мĕншĕн интересленеççĕ

17 марта 2020 г.

2019 çулта Раççейре 1,1 млн хваттер е 80,3 млн тăваткал метр хута янă (сад ĕрчетме уйăрса панă çĕрсем çинче туса лартнă пурăнмалли çуртсене шута илсе). Раççейре тата мĕн чухлĕ кивĕ тата çĕрĕшнĕ çурт? Пирĕн çĕршывра пурăнакан миçе çын хăтлăхсăр? Çак тата ытти ыйтусем çине хурав шырĕç те Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи халăх çыравĕ вăхăтĕнче. 2019 çулта Раççей çыннисем пĕтĕмпе 262 пин пурăнмалли çурт (сад ĕрчетме уйăрса панă çĕрсем çинче лартнă пурăнмалли çуртсене шута илмесĕр — 253,8 пин) тунă. Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 36,8 млн тăваткал метр. Çуртсене хăтлăлатнин кăтартăвĕсем тăрăх, 2014 çулта Раççейре пурăнакансен 73 проценчĕ канализаципе усă курнă, 2015—2016 çулсенче — 77, 2017 çулта — 78 процент. Пурăнмалли условисене тĕрĕс пĕлни чухăннисен шутне палăртма тата унашкаллисен йышне чакармалли майсем тупма пулăшать. Çавăнпа пурăнмалли çуртсене миçемĕш çулта туни, вĕсен калăпăшĕ тата хăтлăлăх тĕсĕсем Пĕтĕм Раççейри çитес халăх çыравĕн программине кĕреççĕ. Çыравçăсем кашни пỹлĕмре, интернет-çыравра патшалăх пулăшăвĕн порталĕпе усă куракансем “П” (“Пỹлĕм”) бланка тултараççĕ. Ун тăрăх çынсен пурăнмалли тата санитарипе гигиена условийĕсене тĕплĕн пĕлме пулать. Пурăнмалли пỹлĕмсен хăтлăлăхĕ пирки 2002 çулхи çырав вăхăтĕнче пĕрремĕш хут ыйтнă. 2010 çулхи анкетăсенче хушма ыйтусемпе ун пирки тĕплĕнрех пĕлнĕ. “П” бланкри ыйтусем унтанпа улшăнман. “Çурт тунă вăхăт” блокра кăна “2010 çул хыççăн” текен пай хушăннă. “П” бланкра пуçтарăннă кăтартусем статистиксене кашни çын е кил хуçалăхĕ пуçне пурăнмалли лаптăк вăтамран миçе тăваткал метр пулнине палăртма май парать. Унсăр пуçне ку кăтартусем çуртсене капиталлă юсас тĕлĕшпе федераллă е регионсенчи патшалăх программисене туса хатĕрлеме паха информаци пулса тăрĕç. Чăваш Республики 2019 çулта республикăра, малтанхи кăтартусем тăрăх, 10862 хваттер е 656,4 пин тăваткал метр хута янă (сад ĕрчетме уйăрса панă çĕрсем çинче туса лартнă пурăнмалли çуртсене шута илсе). Ку кăтарту пĕтĕм республикипе иртнĕ çулта кашни пин çын пуçне 537,7 тăваткал метр хута кайнине пĕлтерет. 2018 çул вĕçленнĕ тĕле пурăнмалли çуртсене 70,5 процентне шыв кĕртнĕ, 66,1 процентне канализаципе, 95,7 процентне — ăшă тытăмĕпе, 59 процентне ваннăпа (душпа), 91,3 процентне — газпа, 58,9 процентне ăшă шывпа тивĕçтернĕ. Аса илтеретпĕр, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ кăçал октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать. Унта цифра технологийĕсемпе усă кураççĕ. Çитес çыравăн чи пĕлте-рĕшлĕ çĕнĕлĕхĕ вăл Раççейре пурăнакан кашни çыннăн Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче (Gosuslugi.ru) электронлă çырав хутне хуравласа тултарма май пурри. Раççей статистикин çыравçисем кил хуçалăхсене çитсе çынсенчен ыйтса хуравсене ятарлă программăсемлĕ планшетсем çине кĕртеççĕ. Çавăн пекех ятарлă участоксенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшу паракан нумай функциллĕ центрсенче халăх çыравне хутшăнма пулать. “Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ-2020” медиаофис. www.strana2020.ru

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика