АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вальссене киленсе итлерĕç

12 ноября 2019 г.

 Çитес çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине паллă тума хатĕрленетпĕр. Çавна май çĕршывĕпех, ку шутра Трак тăрăхĕнче те, хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ. Тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ. Вĕсем аслă ăру çыннисемпе те пулаççĕ. Акă, чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче вĕсемпе "Тимлĕх" клубăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ку хутĕнче Пĕтĕм Раççейри "Раççейри искусство каçĕ" акцине те халалларĕç. Ларăва “Раççей пенсионерĕсен Союзĕ” общество организацийĕн районти уйрăмĕн ертỹçи А. Дмитриева уçрĕ. — Раççейре те, Чăваш Енре те, хамăр районта та Аслă Çĕнтерỹ — 75, Раççей пенсионерĕсен Союзĕ — 25, Чăваш автономийĕ — 100, Шупашкар хули 550 çул тултарнипе çыхăннă мероприятисем нумай иртеççĕ. Эпир те, аслă ăру çыннисем, вĕсенчен аякра тăмастпăр, уявсене паллă тума май пур таран хутшăнатпăр. Тĕрĕссипе, кĕркуннепе хĕл кунĕсем пенсионерсемшĕн пултарулăха аталантармалли чи меллĕ вăхăт пулса тăраççĕ. Эпĕ те сире халăх хушшинче ытларах пулма, пĕр-пĕринпе канашласа кунсене савăк та усăллă ирттерме чĕнсе калатăп, çакăнта пурсăра та ырă сывлăхпа вăй-хăват сунатăп, — терĕ Альбина Ильинична. Кунпа пĕрлех вăл тĕллевсем пирки те чарăнса тăчĕ. Ку хутĕнче вара ларăва пухăннисем “В военную пору под звуки вальса...” литературăпа музыка композицине хутшăнчĕç. Ăна, компьютер технологийĕпе усă курса, районти тĕп вулавăш ĕçченĕ С. Гурьева хатĕрленĕ. — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Çĕнтерỹ тума совет халăхне юрă-кĕвĕ те пысăк пулăшу кỹнĕ. Çав шутра, калăпăр, вальссем те. Нумай вĕсем, çак йышра çар вальсĕсем те, — пĕлтерчĕ Светлана Аверкиевна. Композици-презентаци вăхăтĕнче (сăмах май, вăл пĕр сехете пычĕ) пуçтарăннисем тĕрлĕ вальссемпе хавхалануллă юрăсене итлесе киленчĕç, хăшне-пĕрне пĕрле те юрларĕç. Тĕлĕнмелли-ăмсанмалли вара, чăн та, сахал мар тупăнчĕ. Акă, калăпăр, кам пĕлмест пуль вырăс тата япони вăрçипе çыхăннă "На сопках Маньчжурии" вальса! Авторĕ — Илья Шатров. Е пирĕнтен чылайăшĕ Макс Кюссăн “Амурские волны” вальсне илтнех ĕнтĕ. Паллă "Березки" вальс авторĕ Евгений Дрейзин пулса тăнă. Вăрçăн пĕрремĕш ку-нĕсенченех çĕршыври сăвăçсемпе композиторсем, хăйсен пултарулăх планĕсене улăштарса, "вăрçă" юррисемпе вальсĕсене хывма тытăннă. 1941 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче, сăмахран, Ленинградри радио урлă "Играй, мой баян" (сăмахĕсем — Л. Давидовичăн, кĕвви — В. Соловьев-Седойăн) янăранă. Композици пынă вăхăтра вĕсемпе пĕрлех “В лесу прифронтовом" (авторĕсем — Михаил Исаковскипе Матвей Блантер), "В землянке" (1941 çулхи ноябрьте фронтри Алексей Сурков корреспондент сăвă çырнă çав çĕр пỹрт вырăнĕнче (Мускав облаçĕнчи Истрино районĕнчи Кашино ялĕнче) 1998 çулта асăну палли те вырнаçтарнă), "Синий платочек" (ăна тĕнчипех паллă Клавдия Шульженко тата 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче рейхстаг çывăхĕнче Лидия Русланова юрланă) юрăсем, Марк Фрадкинăн "Офицерский (Случайный) вальсĕ" янăрарĕç. Ларăва пынă аслă ăру çыннисем композици-презентаципе çав тери кăмăллă юлчĕç, С. Гурьевăна уншăн пур кăмăлтан тав сăмахĕсем каларĕç. Сĕнỹсем те пулчĕç. Авă, Красноармейскинче пурăнакан С. Мефодьева уйăхра пĕр хутчен те пулин районти Культура çуртĕнче пенсионерсем валли ташă каçĕ йĕркелесе ирттерме сĕнỹ пачĕ, çакна ыттисем те ырласа йышăнчĕç. В. Данилов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика