АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕх ăсти

12 ноября 2019 г.

Илемлĕх ăсти

Илемлĕхе ал витĕр кăларса тĕрлĕ япаласем çине куçарса çынсене те, хăйсене те хăпартлантарса савăнтаракансем шутне манăн Красноармейскинче пурăнакан Надежда Николаевна Александровăна кĕртессĕм килет. Унăн тăван кĕтесĕ — Çырмапуç. Тусайра çуралса ỹснĕ Владислав Георгиевич Александровпа тата икĕ мăнукĕпе, Дениспа, Дашăпа, Красноармейскинче кун-кунлать. Пушă вăхăт тупăнсанах тăван ялне çул тытыть Надя. Юратнă амăшĕн, Анастасия Прокопьевна Прокопьевăн, кил-çурт ăшшине сỹнтересшĕн мар. Икĕ пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем: Юля (1942), Надя (1957) февралĕн 12-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Надя аппа шкулта вĕреннĕ чухнех ал ĕç тума юратнă. Çамрăк чухне катан пир çине тĕрленĕ, каярахпа çыхассипе кăсăкланма тытăннă. Надежда Александровăпа калаçма кăмăллă. Хыçа юлнă пурнăçĕ çăмăлах килмен пулсан та, вăл нихăçан та хуйхăрса лармасть. Тепĕр чух, тунсăх пусса килсен тỹрех ал ĕç тума ларать. — Шкулта вĕреннĕ чухнех ал ĕç тума юрататтăм. Малтанах тĕрĕ тĕрлеттĕм. Халĕ вара ытларах çеккĕл-лĕ, çыхмалли йĕпсемпе усă куратăп, — тет ал ĕç маçтăрĕ. Вăл Карайри вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Хĕр çулĕсенче тăватă çул Шупашкарти приборсем тăвакан заводра вăй хунă. Ватă амăшне йывăр килет тесе вăл часах тăван яла таврăнать. Шкулта вĕреннĕ чухнех лавккара сутуçăра тăрăшакан тăван аппăшне пулăшать Надя. Çакăнтан суту-çă профессине кăмăллать вăл. Шкул пĕтернĕ хыççăн лавккара икĕ уйăх практикăра пулать. Çавăн хыççăн тỹрех сутуçăра вăй хума тытăнать çамрăк хĕр. Пикшикре, Çĕнĕ Йĕкĕтре, Тусайра ĕçлеме тỹр килет. Райцентрти атă-пушмак лавккинче те тимлет. Пĕр хушă кулинари заведующийĕнче вăй хурать. Юлашки çулсенче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тата каярах та 11 çул Васнар лавккинче сутуçăра тăрăшать. Хаклă парнесемпе чылай Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ, ĕç ветеранĕ те вăл. Пушă вăхăт тупăнсанах Надя аппа алла çыхмалли йĕп тытать, тĕрлĕ япаласем ăсталама ларать. Чăнах та, тепĕр çыннăн, тĕрĕсрех чăваш хĕрарăмĕн вăйĕ иксĕлми. Çăл куç пек тапса тăрать вăл, ялан шыравра, илемлĕхе пĕр-чĕн-пĕрчĕн пуçтарать, ăна пĕр тĕвве пухса калама çук пысăк пуянлăх тăвать. Ал ĕçĕнче кăна мар кил-çурчĕ те унăн тап-таса, типтерлĕ, çутă. Стенасене илемлетекен тĕрĕсем, хăй ăсталанă урай çи кавирĕсем, кашни пỹлĕмрех вырăн таврашĕн виткĕчĕсем тата ытти вак-тĕвек япаласем. Кавирсем тенĕрен, çенĕкрен тытăнаççĕ те кашни пỹлĕмре илемлĕн курăнса выртаççĕ. Вĕсем çине урапа пусма та тытăнса тăратăн, питĕ хитре вĕсем. Илеме туякан çын тем тума та пĕлет çав, нихăçан та алă усса лармасть. Надя аппа кашни ĕçех юратса тăвать. Çав юрату ăна яланах киленỹ парать. Тата вăл уйрăмах сиплĕ курăксене пухса хĕл валли типĕтсе хатĕрлеме юратать. Эпĕ пырсан та техĕмлĕ чейпе сăйлама сĕтел хушшине ларт-рĕ. Мĕн кăна çук пулĕ. Надя хăмла çырли, хурлăхан çулçисене, чей курăкĕсене, çав шутра мелисса, пĕтнĕк, клевер, çăка чечекĕсене çуллах хатĕрлесе хăварать. Çавăн пекех пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтерессипе ырми-канми ĕçлет. Мăшăрĕ, Владислав Георгиевич, “Сельхозхими” пĕрлешỹре трактористра ĕçленĕ. Александровсен 2 ача (хĕрпе ывăл) çут тĕнчене килнĕ. Шел те, 6 çул каялла аслă хĕрĕ, Света, сарăмсăр вилет, икĕ ача çурма тăлăха юлать. Халăхра “Ашшĕ вилсен — çур тăлăх, амăш вилсен — хăр тăлăх” тени чăна килет. Александровсем мăнукĕсене опекăна илеççĕ. Хĕрĕн кун-çулĕ кĕске килнишĕн Надя аппа хытă хурланать. Çапах та мăнукĕсем пурри чуна çĕклет. Хальхи вăхăтра Денис вуннăмĕшĕнче, Даша саккăрмĕш класра вĕренеççĕ. Вĕсем кукамăшпе кукашшĕне вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ. Ывăлĕ, Юра, мăшăрĕпе Йошкар-Олара пурăнать. 3 ача вĕсен: Никита, Ксюша, Таня. Вăл пĕр стройкăра прораб пулса ĕçлет, кашни çул тенĕ пекех тăван киле ашшĕ-амăшĕ патне курма килеççĕ. Тăван амăшне хавхалантарса тăраççĕ. Ахаль ларма хăнăхман чăваш хĕрарăмĕ ялан ура çинче. Мăнуксене çут тĕнчере çук амăшĕн ăшшине хăйĕн урлă кăларса памалла. Кĕçĕн мăнукĕ, Даша, чĕре чирĕпе чирлет. Ăна тата та тимлĕрех пăхмалла. Мăн тăвăн, пурнăç пĕр тикĕс килмест-çке вăл. Кашнин хăйĕн шăпи. Çавах пуç усмасть Надежда Николаевна. Ăшă чунлă хĕрарăма малашлăхра телей кăна сунассăм килет.

М. Романова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика