АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аса илỹсен çăмхине сỹте-сỹте

12 ноября 2019 г.

Аса илỹсен çăмхине сỹте-сỹте

Вăхăтăн хăйĕн чуппи. Ăна чарма çук. Акă, хам аван пĕлнĕ аслă юлташăм, ĕмĕрне Ленин ячĕллĕ хуçалăхра “хурçă ут” çинче ĕçлесе ирттернĕ Василий Иванович Иванов çĕре кĕнĕренпе чỹк уйăхĕн пуçламăшĕнче икĕ çул иртрĕ. В. Иванов Мăн Çавал хĕрринчи Четверти-Янмурçин ялĕнче 1935 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче çуралнă. Вырăнти шкулта пĕлỹ илнĕ. Хăй каланă тăрăх, “1952 çулта Вася Иванов Çĕпĕре тĕнче курма тухса кайнă”. ФЗО урлă Кемерово облаçĕнчи Киселевск, Ленинск-Кузнецк хулисенче ĕçленĕ, вĕреннĕ. Салтак ячĕ тухсан çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе В. Иванов Литва çĕрĕ çинче пурнăçланă. Служба кунĕсене саперсен ротинче ирттернĕ, çав вăхăтрах 17 хутчен парашютпа сикме лекнĕ. Икĕ çулта çичĕ уйăх хушши салтак пăтти çиме тивнĕ. Салтак шинельне хывсан кăмăла каякан професси алла илес тĕллевпе Канашри механизаторсем хатĕрлекен шкула кайса кĕнĕ. Тăван ялти Зиновий Михайловпа, Валерьян Клементьевпа пĕрле вĕреннĕ Василий. Алла тивĕçлĕ документ илсен тăван тăрăха таврăннă, Упи тăрăхĕнче тулли ăраскалне тупнă. Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ача — Оля, Ирина, Станислав çитĕнтернĕ, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Шел, пултаруллă механизатор 2017 çулхи чỹк уйăхĕн 4-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ. Пĕр-пĕрне аван пĕлнĕ эпир. Тĕл пулсан, алă тытмасăр, сывлăх сунмасăр иртмен. Хăйне “вăрçă ачи”, “район тантăшĕ” теме кăмăллатчĕ Василий Иванович. Вăл пушă вăхăтра иртнĕ вăхăта шурă хут çине куçарнине, кун кĕнеки çырнине, сăвăсем шăрçаланине илтнĕччĕ эпĕ. Анчах, шел те, хăй сывă чухне кун пирки сăмах тапратман. Кил хуçи çĕре кĕнĕ хыççăн çак “пуянлăхпа” паллашма аслă хĕрĕ Ольга Васильевна ирĕк пачĕ. Тавах ăна. Халĕ вара арчари мулпа вулакана паллашма сĕнетĕп.

“Ял пурнăçĕ” хаçат журналисчĕ Ю. Борисов.

Çинçе кĕпер Упи ялĕ

Пирĕн, вăрçă ачисен, Сталин вăхăтĕнче çуралнисен аса илмелли пурах. Çак тапхăрта чылай улшăну пулса иртрĕ. Эпир вĕсене хамăр ĕнсе çинче тỹссе ирттертĕмĕр. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем йĕркелесен тепĕр вунă çултан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Аса илỹсен çăмхине сỹтер-ха... Янмурçин ялне Четверти тата Çинçе кĕпер Упи тенĕ. Ĕлĕк Пайсупинпа Кĕрекаç хушшинче çеремленсе ларнă çул вырăнĕ пурччĕ. Вăл çула пасар çулĕ тенĕ. Ахальтен мар пулĕ ĕнтĕ. Çулĕ пур пулсан, кĕперĕ те пулнах ĕнтĕ. Çул çỹрекенсем яла Çинçе кĕпер Упи тесе ахальтен каламан пулĕ. Кĕперĕ анлах пулман пулас. Тен, Минчеке хăйне уйрăм ял вырăнне шутласа çав ята пама пултарнă. Кун пирки Плаху тĕми çинче çăва пулни те, Якимов Хĕрлĕ çырта пысăк пуянлăх тупни те тарăн шухăшлаттарать. Çинçе кĕпер ялĕ витĕр вырăссем те, тутарсем те иртсе çỹрени паллă. Микихвер таврашне хăшĕсем Дичий, Чăпăк, Ятсăр таврашне Казанский тенĕ. Вĕсем самайтарах пурăнакансен йышĕнче пулнă. Мăн Минчек çырминчен çăвĕпех шыв юхса выртнăран чул кĕпер ăсталанă. Пĕрлешỹллĕ хуçалăх йĕркелесен Янмурçинта колхоз председателĕнче Николай Тимофеев ĕçле-нĕ. Вăл маншăн тĕреклĕ, маттур, тавракурăмлă арçынччĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăха “Янмурзино” тенĕ. Тăван хуçалăхра тăватă бригада пулнă. Ял варринче çил вăйĕпе ĕçлекен, çăлран шыва уçласа кăларакан ветродвигатель ларнă. Ун пек çăл таврара урăх пулнă-ши? Çăл шывĕпе пĕтĕм колхоз лашине шăварнă. Юнашар юманран тунă пысăк курите вырнаçтарнăччĕ. Унта яланах шыв тăнă. Ял халăхĕ те унăн тăрă шывĕпе киленнĕ. Ку çăлăн тепĕр ырă енĕ: вăл çул çỹрекенсем валли чăн-чăн маяк пулнă, хăйсен ялĕ ăçта вырнаçнине аякранах курма пултарнă вĕсем, тĕрĕс çулпа инçетрен таврăннă. Каярах çак çăлпа юнашар пушартан сыхă тăрас тĕлĕшпе çỹллĕ вышка туса лартрĕç, çỹллĕшĕ 15 метртан та иртетчĕ. Ăна Канаш тăрăхĕнчи тутарсем ăсталаса пачĕç. Хăмине те хăйсемех çурчĕç. Ĕçленĕшĕн вара тырăпа татăлнă. Аялта вара пушар сỹнтермелли техника ларатчĕ. Унтах пушар лашисем тăмалли вите. Янаварсем те пĕринчен тепри маттур. Çỹлте пысăк чан вырăн тупнăччĕ. Эпир, ачасем, асăннă чан сассине чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Кăнтăрла çитнине пĕлтернĕ-çке. Кăнтăр апатне пухăнмалла. Уйрах, халăх ĕçлекен вырăнтах, вĕри апатпа хăналатчĕç. Апат хыççăн кĕлтесенчен тунă сулхăнра çур сехет пек выртса канаттăмăр та каллех çурласене алла тытса тырă вырма пикенеттĕмĕр. Умра виçсе панă ана выртать-çке. Янмурçинăн çурçĕр енче çил вăйĕпе ĕçлекен икĕ арман ларатчĕ. Арманçă валли пĕчĕк пỹрт пурччĕ. Кунĕн-çĕрĕн çын татăлман унтан. Черет кĕтекенсем те унтах ăшăнса ларнă. Çав çулсенче кашни килтех тăрпаран тĕтĕм йăсăрланнă: кукăль-çăмах, кăпăшка çăкăр пĕçернĕ. Каçсерен ĕç халăхĕ канлĕх тупнă, кĕнчеле арланă, пир тĕртнĕ, çăпата тунă. Микулай хуçан (Н. Тимофеев председателĕн) ял культурине çĕклес ĕмĕт пуçĕнчен тухман пулас. Вăрçăччен ял арçынĕсем пурте ура çине тăнă, вăрман касса хатĕрленĕ. Кунсерен 50-60 лав çула тухнă. Пĕчĕккĕн ăвăс, хыр пĕренесем яла куçнă. Икĕ çултан таврара çук пысăк та капăр клуб çĕкленсе ларнă. Кунтах колхоз правленийĕ вырнаçнăччĕ. 300 çын вырнаçмалăх зал пулнă. Шупашкартан та артистсем час-часах килсе çỹретчĕç. Хушăран сассăр киносем илсе килсе кăтартатчĕç. Николай Тимофеевичăн тепĕр сумлă ĕçĕ _ ял таврашĕнче виçĕ пысăк пĕве туса хăварни. Вĕсене алă вĕççĕн чавнă. Хальхи вăхăтра ял варринче юхăнса ларакан клуб таврашĕнче лаша витисемччĕ. Ăйăрсен хăйсен вите. Витесенче икшер конюх тимленĕ. Вутта мĕне каяс пулсан бригадиртан хут çыртарса конюх патне пынă. Çуллахи вăхăтра, пĕтĕм халăх уйра ĕçленĕ тапхăрта, ача сачĕ уçса пачĕç. Вăрçă çулĕсенче унта Всеобуч штабĕ вырнаçрĕ. Çывăхри ялсенчи яш-кĕрĕме пухса вăрçа хатĕрлеме пуçларĕç. Пулас салтаксене килĕрен вырнаçтарнă. Инçех мар пăшал пемелли вырăн ( стрельбище) пулнă. Янмурçинсем выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă. Ферма вунă ĕнерен пуçăннă, теççĕ. Малтанхи витесене майлаштарнине астăватăп. Юпасем лартнă, тавралла шертĕсем çыхса тухнă. Ун çине тăмпа улăм хутăшĕ çăрса штукатурка тунă. Типсе хытса ларсан капăр стенах пулнă. Тăррине ыраш кĕлтине тăм çăрăмĕ çине чиксе йĕркипе сарса тухнă. Кĕлтесене вара вите тăррине хăпартнă. Каярах чăхсем нумай усрама тытăнчĕç, выльăх-чĕрлĕх йышĕ ỹсрĕ. Н. Тимофеев председатель Мăн Çавал шывĕпе туллин усă курма шутланă. Нурăс вăрманĕнче касса хатĕрленĕ йывăçа çуркуннехи тулăх шывпа Мăн Çавал тăрăх яла куçарнă. Янмурçин ялĕн çыранĕнче кунĕн-çĕрĕн ĕç вĕресе тăнă. Йывăçсене шывран кимĕпе те, пакурпа та туртнă, вĕренпе те сĕтĕрнĕ. Ку асаплă ĕçĕн сăлтавĕ — лашасем çитменни, вĕсем фронтра-çке. Тырă вырса кĕлете кĕртни хăй пысăк истори. Колхозра икĕ коннăй молотилка пурччĕ. Ăна лашасемпе çавăрттарнă. Эпир янаварсене хăваланă. Ултă лаша (виçĕ пар) тавралла çаврăнса маховика çавăрттарнă. Тырра малтанлăха кăшăл хывнă. Унтан, сăвăр кĕреçесемпе утса, çулăксемпе шăлса тасатнă, михĕсене тултарса патшалăха ăсатнă. Ун чух районта МТС пур-çук техникăна ĕçлеттернĕ. Хуçалăх пуçлăхĕсен малтанхи çулсенче техника ыйтса тархаслама тивнĕ. Пирĕн ялта пĕрремĕш трактор уттараканĕ Трахвин пулнă. Чылай çỹллĕ кĕлеткеллĕ Хресчен арçын пекех вăйлăччĕ. Хĕрарăмсен бригадин пуçлăхĕнче Упири Ульян пулнă. Пирĕн яла килсе вырнаçнă Софрон Арсентьев трактористăн ĕçне уйрăммăн палăртмалла. Шаннă ĕçе чун-чĕререн туса пынă Н. Тимофеевăн ырă ячĕ халăхра юлчĕ. Каярах çак тивĕçе А. Киселев тивĕçлипе туса пычĕ. Вăхăт шурĕ. Уписем, питех те пысăк хуçалăх йĕркелесе, Тусайсемпе, Янкассемпе пĕрле те ĕçлесе пăхрĕç. Пуçлăхра И. Финдюков тăрăшрĕ. Каярах Ленин ячĕллĕ хуçалăха Л. Васильев малтисен ретне кăларчĕ. Епле ĕçлесе çитернĕ-ши? Хамăр тăрăхри ырă ĕçсем çинчен татах та татах асăнма пулать. Ку урăх калаçу.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика