АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М. Ильина асăнса — шашка турнирĕ

08 ноября 2019 г.

М. Ильина асăнса — шашка турнирĕ

Чỹк уйăхĕн 4-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан Трак вăтам шкулĕн никĕсĕ çинче асăннă вĕренỹ учрежденийĕнче ĕçленĕ Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учительне Михаил Ильич Ильина асăнса шашка турнирĕ пулчĕ. М. Ильин вĕренекенĕсем ăна 2008 çултанпа йĕркелесе ирттереççĕ. Шучĕпе вăл вун иккĕмĕш пулчĕ. Трак вăтам шкулне шашка спортне кăмăллакансем чылайăн пухăннă. Спорт уявне уçса асăннă ăмăртăва йĕркелекенĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешсе СССР спорт мастерĕ ята тивĕçнĕ В. Никитин çапла каларĕ: “Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенне М. Ильина асăнса ку евĕр ăмăртăва вун иккĕмĕш хут йĕркелетпĕр. Михаил Ильич ертсе пынипе иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Трак ен каччисемпе хĕрĕсем “Тĕлĕн-термĕш шашкăсем” ятлă республикăри турнирта 11 хутчен çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ, çав тупăшусенче темиçе хут иккĕмĕш пулнă. Аслă вĕрентекенĕмĕрпе пĕрле пирĕн çамрăк шашистсем республика чысне çĕршыври чылай хуласенче пулса хỹтĕленĕ. Çавăн пек пултаруллă çынсене пирĕн манма юрамасть”. М. Ильина асăнса пĕр минут хушши шăп тăчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Кузнецов, Трак вăтам шкулĕн директорĕ, ЧР тава тивĕçлĕ педагогĕ И. Федорова, М. Ильина аван пĕлнĕ, шашка спортне кăмăллакан В. Сысоев (Красноармейски) спортсменсене ăшă сăмахсемпе саламларĕç, тупăшусенче ăнăçусем сунчĕç. Ăмăртăва сакăр команда хутшăнчĕ: “Механизатор”, “Большая Шатьма”, “КЕТРА”, “Досаево”, “Трак вăтам шкулĕ”, “Красноармейски вăтам шкулĕ”, “Алексеевсем”, “Ананьевсем”. Командăра икĕ арçын, пĕр хĕрарăм, арçын ачапа хĕр ача. Вăйăсем çивĕч тупăшура иртрĕç, вĕсем пилĕк сехете тăсăлчĕç. Çивĕч кĕрешỹре, 6,5 очко пухса, Мăншетмĕсем (Станислав Иванов, Владимир Иванов, Ирина Владимирова, Дима Мульдюков, Аня Борисова) çĕнтерчĕç, куçса çỹрекен кубока тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăна Алексеевсем (Алексей Алексеев, Юрий Алексеев, Ирина Алексеева, Леонид Алексеев, Анастасия Алексеева) тухрĕç. Виççĕмĕшĕнче Трак вăтам шкулĕн команди (Валерий Егоров, Игорь Иванов, Людмила Белова, Михаил Никоноров, В. Степанова) пулчĕ. Мала тухнисене Дипломсемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç. Ăмăртусене хутшăннă ытти командăсем те пылак çимĕçсене тивĕçрĕç. Çамрăк шашистсем те парнесемсĕр юлмарĕç. Ăмăртăва йĕркелекенсем парнесемпе тивĕçтернĕшĕн Радим Михайлова (“Автосервис”, Красноармейски), “Трак ен” кафене (ИП Петрова Л.), Б. Иванова (“Дорремстрой” ООО), ăмăртусене çỹллĕ шайра ирттерме май туса панăшăн Трак вăтам шкул коллективне ăшшăн тав тăваççĕ, малашнехи ĕçсенче ăнăçусем сунаççĕ.

Г. Борзин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика