АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ачасем палăрнă

19 марта 2019 г.

Иртнĕ эрнекун районти Культура çуртĕнче çамрăк вулакансен “Живая классика” Пĕтĕм Раççейри конкурсăн муниципаллă тапхăрĕ иртрĕ. Ăна пирĕн тăрăхра ача-пăча пултарулăх çурчĕ йĕркелерĕ. Вĕренỹ классĕсенче, унтан шкул шайĕнче тупăшса çичĕ вĕренекен хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарчĕç. Районти тапхăрта шкул ачисене творчество çурчĕн ертỹçи А. Клементьева, районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн ертỹçи, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ К. Васильева тата çак йĕркесен авторĕ хак пачĕç. Иккĕмĕш çул жюрире ларнă тапхăрта сăнанă май, шкул ачисене питĕ мухтас килет. Конкурса 5-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класс вĕренекенĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсем суйласа илнĕ сыпăкĕсем те тĕрлĕрен — камитлĕ, чуна тивекен хурлăхлă, çунтаракан юратуллă. Конкурс пынă вăхăтра пирĕн куçсем те шывланчĕç. Палăртнă материалсене суйласа кашни тенĕ пекех вĕсене пăхмасăр каласа панă чухне хăйсен хĕрỹ кăмăлĕсене туллин уçса пачĕç. Ачасен пултарулăхне хаклама çăмăлах килмерĕ. Конкурс положенийĕпе килĕшỹллĕн çĕнтерỹçĕсен шайне виççĕшне кăна палăртма май панă. Кашнин каланă сăмахне тăватă критерипе хаклама палăртнă: суйласа илнĕ материал, пỹплев уçăмлăхĕ, сăмахсене тĕрĕс калама пĕлни тата куракансен кăмăл-туйăмне çĕклеме пĕлни. Унта хутшăннисем 30 балл таран илме пултарнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх тĕп хулара район чысне хỹтĕлеме Валерия Яковлева (Красноармейски шкулĕ, 5-мĕш класс), Александра Иванова (Трак шкулĕ, 10 класс), Анна Игнатьева (Трак шкулĕ, 11-мĕш класс) тивĕçнĕ. Вĕренекенсене пурне те Дипломпа, вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене Тав хучĕсемпе чысланă. Клавдия Ильинична ачасен сцена çинчи çитменлĕхсене кĕскен палăртнă, ырă енĕсене мухтанă. Хам ятран тата район хыпарçин коллективĕ ятĕнчен ачасене малашлăхра ăнăçусем сунтăм, хаçата хăйсем çырса хатĕрленĕ пултарулăх материалĕсене хаваспах кĕтнине пĕлтертĕм.

М. Евграфова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика