АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район центрне хăтлăлатма

19 марта 2019 г.

Район тăрăхĕнче тирпей-илем кĕртессишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ. Акă, калăпăр, иртнĕ эрнере тĕп больницăна хирĕç вырнаçнă пĕве хĕррипе ỹссе кайнă тирек йывăççисене касса тирпейлерĕç. Кунта “Коммунальщик” УК-ан ĕçченĕсем тăрăшса тимлерĕç, вăй çитмен çĕртре пулăшма ятарлă специалистсене тара тытрĕç. Çирĕп йĕркене пăхăнса кам пăчкăпа, кам пуртăпа ĕçлерĕç. Каснă йывăçсене пĕр çĕре пухса купаларĕç, вак туратсене вырăнта çунтарса тăчĕç. Çак ĕçсене çынсен пурнăçне сыхлас тесе, инкек курасран туса иртереççĕ. Мĕншĕн тесен ватăлса кайнă йывăçсем кирек хăш вăхăтра та вăйлă çил-тăвăлпа хуçăлса ỹкме, юнашар вырнаçнă пỹртсене сăтăр тума пултараççĕ. Тирек мамăкĕ тухнă вăхăтра аллерги чирĕпе аптракансен шучĕ çулран-çул ỹсни те çак ĕçсене тума хистет.

М. Романова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика