АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтнĕ хăна

19 марта 2019 г.

(Тĕрленчĕк)

Кăрлач сивви пит-куçран çатăр! чĕпĕтет. Кăнтăр-хĕвел анăç енчен юхса килекен çил ытамĕнче татах та сивĕрех. Тата кăçалхи кăрлач юрпа та пуян. Çине-çинех çуса иртет вăл. Юр пĕрчисем вăр-вар, пĕр-пĕрне тытмалла выляç-çĕ тейĕн. Ĕнер кăна-ха ял урамĕнчи кĕртсене тракторпа тĕксе тасатрĕç. Çатма тĕпĕ евĕр тип-тикĕс урамсем... Халь тĕллĕн-тĕллĕн ларнă кĕртсене аша-аша утать хĕрарăм. Вăтам пỹ-силлĕскер сылтăм хул пуççи урлă сумка çакнă. Пайсупинсемшĕн хисеплĕ çын — Роза Евграфовна Трофимова почтальонка. 2014 çултанпа туртать çăмăлах мар лава. Ялта пирĕн ку таранччен çиччĕмĕш почтальонка вăл. Тĕрĕссипе, çак ĕç ытамĕ чуна çывăхах марччĕ-ха малтанах. Яра куна ура çинче... Тата килрен-киле тенĕ пекех çитмелле тепĕр чух... Пĕри хаçат-журнал кĕтет, тепри пенси е пособи укçи-тенкиллĕ пуласшĕн. Тата утни-çỹренине кура укçи-тенки те пĕчĕкрех ĕнтĕ... Упи ялĕнче çыхăну уйрăмĕ вырнаçни те, ялтан пилĕк çухрăм яхăн, утмалăх пурах... — Роза, санран пулатех çак ĕçĕн “тилхепине” тытасси, — терĕ ăна ĕçе илнĕ чух Упири çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Роза Васильевна Харитонова туллирех сăн-питлĕ хĕрарăма. — Çине тăрсан пулатех... Чăнах та, çине тăрсан пулатех. Тăрăшсан, малашлăха пăхсан, хăвна шансан парăнатех йывăрлăх... Хăнăхрĕ. “Ĕçлемеллех, пурăнмаллах”, — терĕ Роза! Малтанхи утăмсене ялти Ленин урамĕнчи кирпĕчрен купаласа хăпартнă кил-çуртра пурăнакан Валентина Петровна Васильева та хута кĕчĕ ăна. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсенче почтальонкăра вăй хунă вăл. Ял-йышра хисеплĕ, пултаруллă çын. — Роза, эсĕ анлă каçалăк умĕнче тăратăн, алăра çурла санăн, авăнмалла та вырмалла, каçалăка парăнтармаллах, — сĕнỹ-канаш илетчĕ аслă тус-юлташĕсенчен Р. Трофимова. — Тулĕк малалла... Малаллах утать Роза. Унăн участокĕ — çур ял ытларах Упи. Ытти вара тăван кĕтес. — Манăн çуралнă ялта мĕн пурĕ 118 кил. Вĕсенчен 80 килĕнче пурăнаççĕ. Сăмах май, пĕтĕмпе 273 çын пирĕн. Çав шутра — 53 пенсионер — калаçăва хутшăнать почтальонка. — “Ял пурнăçне” 15 кил илсе тăрать. Паллах, сахалтарах-ха ку. Çавах та мĕн тăвăн-ха. Вăйпах, хĕсĕрлесех çырăнтараймăн район хыпарçине. Урасем айĕнче тин çеç çуса кайнă çемçе юр кăчăртатать. Ярса пусмассерен, калаçнă евĕр, тăруках сасă парать. Çултан пăрăнса Кĕркури пичче, хут çинче Григорий Яковлев, килĕ умĕнче чарăнчĕ. Вырăсла хапхана уçрĕ çеç, сăнчăрти “Рекс” хамлатать. Хам! Хам! куçсене чарсах вĕрет пĕчĕкрех йытă. — Кĕркури пичче чăн-чăн хаçат тусĕ. “Ял пурнăçĕ” те, “Чăваш хĕрарăмĕ” те çакăнта юнашар. Иртнĕ çул сакăр теçетке тултарчĕ, — тет почтальонка. — Арçынсенчен чи ватти ялта. Хаçат тусĕсен йышĕнче Çĕнĕ урамри Наташăна, Л. Фролова вĕрентекене, Анатолий Вениаминович Прокопьевсене, З. Архиповăна, Н. Яковлевăна, В. Степанова асăнать. Ман шутпа, килĕренех кĕтнĕ хăна вырăнĕнчех Р. Трофимова. Унăн сумкки яланах тулли, йывăр та. Хаçат-журнал çеç-и? Тĕрлĕрен апат-çимĕç таварĕсемпе те тулнă сăран сумкка. Таварĕсем те чи кирлисем тата хăй те кăмăллă... — Тархасшăн, — сĕнет çепĕç чĕлхепе. — Суйлăр, туянăр. Шел те, виçĕ çул каялла мăшăрĕ Владик ятлăччĕ, чĕрепе аптраса кил çумĕнчи, урамри çăл патĕнчех вилсе выртнă. Питĕ шел... Икĕ ывăлĕ куç тулли амăшĕн. Савăнать, хĕпĕр-тет вĕсемпе.

Г. Ефимов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика