АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль конкурсăн уяв концерчĕ

19 марта 2019 г.

Фестиваль конкурсăн уяв концерчĕ

 Иртнĕ эрнекун районти Культура çуртĕнче ача-пăча пултарулăхĕн XI районти “Ладушки” фестиваль-конкурсăн уяв-концерчĕ пулнă. Унта “Чебурашка”, “Звездочка”, “Колосок”, “Çеçпĕл”, “Парус” ача сачĕсене, Красноармейскинчи вăтам шкул çумĕнчи шкул çулне çитменнисен ушкăнне çỹрекенсем хутшăннă. Фестивале хутшăнакансене район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн ертỹçи Р. Осипова саламланă, ăнăçусем суннă. “Ачасем — пирĕн пуласлăх. “Ладушки” евĕр фестиваль-конкурссене йĕркеленине ырламалла çеç. Вĕсем пепкесене пĕрлештерме, хăйсен пултарулăхне тишкерме, туллин аталанма май параççĕ”, — терĕ Рена Михайловна. Фестивальте пепкесем 5 творчество жанрĕпе хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç: “вокал”, “ташă”, илемлĕ сăмах”, “театр творчестви”, “декораципе ĕçлев ỹнерĕ”. Чылайччен тăсăлчĕ фестиваль. Залра юрă-ташă, кĕвĕ, пепкесен илемлĕ сасси тăчĕ. Сăвă вулассипе Аделина Ермакова (“Колосок”, “Бабушкины годы”, ертỹçи М.В. Ершова), Елена Рябчикова (“Звездочка”, “Петушки”, “Икĕ пĕчĕк сар автан”, Н. Илларионова), Дарина Николаева (“Çеçпĕл”, “Посидим в тишине”, Л. Сергеева), Сергей Иванов (“Чебурашка”, “Непослушный котенок”, А. Яковлева тата И. Степанова) палăрнă. Вокал номинацире “Колосок” ача садне çỹрекенсен ушкăнĕ çĕнтернĕ. Шкула кайма хатĕрленекенсем “Чудо балалайка” вырăс юррине шăрантарнă. Ертỹçи — Л. Великова. Иккĕмĕш вырăнта — Красноармейски вăтам шкул çумĕнчи шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ (“Зореньки краше” юрă, Н. Михайлова), “Звездочка” (Ах, какая мама”, М. Николаева), “Çеçпĕл” (“Люблюка”, Г. Борисова). Виççĕмĕш вырăна “Парус” ача сачĕн пултарулăх ушкăнĕ тухнă. Даша Дмитриева “Любимая мамочка” юрра шăрантарнă (ертỹçи Л. Васильева). “Хореографи” номинацире “Колосок” (вырăс халăх ташши) тата “Чебурашка” (“Танец с зонтиками”) ача сачĕсенчи ушкăнсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — “Çеçпĕл” (“Веснушки” ташă), “Чебурашка” (Я — маленькая модница” — хĕр ачасен, “Танец со шляпками” — арçын ачасен ушкăнĕ), “Звездочка” (“Танец с цветами” — вăтам ушкăн), “Парус” (Чăваш ташши — аслă ушкăн) ача сачĕн пултарулăх ушкăнĕсем. “Театр творчестви” номинацире Красноармейски вăтам шкул çумĕнчи шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ В. Енĕш çырнă “Миçе градус пулнă?” сценкăпа (ертỹçи М. Журавлева) палăрнă. “Декораципе ĕçлев ỹнерĕ” номинацире Дарья Маркова (“Çеçпĕл”, ертỹçи О. Иванова), Арсений Ильин (“Колосок”, И. Иванова), Ксения Прокопьева (“Чебурашка”, Е. Прокопьева), Михаил Петров (“Парус”, А. Михайлова) пĕрремĕш, Виктор Баранов (“Çеçпĕл”, Л. Сергеева), Никита Данилов (Красноармейски, М. Журавлева), Виолетта Андреева (“Колосок”, О. Платонова), Мария Васильева (“Чебурашка”, Р. Васильева), Милена Белова (“Звездочка”, Е. Кольцова), Даниил Кошкин (“Парус”, А. Михайлова) иккĕмĕш, Артем Васильев (“Звездочка”, Е. Кольцова), Аня Муллина (“Çеçпĕл”, Э. Григорьева), Виктория Петрова (“Çеçпĕл”, Л. Сергеева), Камиль Амарханов (“Колосок”, Л. Данилова), “Чебурашкăн” логопед ушкăнĕ (Р. Васильева, Е. Прокопьева, Н. Михайлова) виççĕмĕш пулнă. “Ỹнер искусстви” номинацире Камилла Борисова (“Парус”, А. Иванова) виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Чи пултаруллисене фестиваль Дипломĕсемпе чысланă. Юлашкинчен çакна каласа хăварни вырăнлă. Пĕчĕккисен “Ладушки” фестиваль-конкурсĕ вун пĕрмĕш çул ĕнтĕ районти Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçи Р. Казакова тимленипе, çине тăнипе пулса пырать. Тавах ăна. Уява Н. Филиппова ертсе пынă. Г. Борзин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика