АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Финанс пĕлỹлĕхĕн урокĕнче

19 марта 2019 г.

 Алманч ял тăрăхне кĕрекен Шывпуçĕнчи вулавăшра тăтăшах интереслĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Ку хутĕнче Л. Егорова библиотекарь Алманч вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе “тематикăлла” кĕнеке пулăшу кỹнипе финанс пĕлỹ-лĕхĕн урокне ирттернĕ. Кĕнекене хăй вăхăтĕнче вулавăша перекет банкĕн ĕçченĕ С. Кондратьева парнеленĕ пулнă. Ăна кĕçĕн тата вăтам çулсенчи ачасем валли хатĕрленĕ, кĕнекене хитре илемлетнĕ, вăл çăмăл чĕлхепе вуланать. Çамрăк вулакансем укçа, банк, перекет банкĕ, тата унăн ĕçченĕсем, банк карттисем, вкладсемпе кредитсем, банк тытăмĕнче укçа епле “ĕç туни” пирки туллин пĕлчĕç. Урок вĕçĕнче ачасем “Ыйту-хурав”, “Укçа ĕçлесе илме вĕренетпĕр” ятлă вăйăсене хутшăннă, тĕрĕс хуравсемшĕн балл мар, “укçа” илме пултарнă. Ыйтăвĕсене вара шкул предмечĕсенчен илнĕ. Чи пысăк “ĕç укçи” 500 тенкĕ пулнă. Ăна вара Венера Григорьева илме пултарнă. Юлашкинчен “ĕç укçине” пылак çимĕç çине “куçарнă”. Финанс пĕлỹлĕхĕн урокĕпе пурте кăмăллă юлнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика