АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акци иртет

19 марта 2019 г.

 Пуш уйăхĕн 11-22-мĕшĕсенче пирĕн тăрăхра Пĕтĕм Раççейри наркотике хирĕçле “Пĕлтер, вилĕмпе ăçта сутă тăваççĕ?” акцин пĕрремĕш тапхăрĕ иртет. Аса илтеретпĕр, акцин тĕллевĕ — саккунсăр майпа наркотиксене сутнине хирĕç витĕмлĕ кĕрешỹ пуçарасси, ку енĕпе оперативлă информаци (шанчăк телефонĕсем) йĕркелесси, сывалу ĕçĕнче консультацисем тата квалификациллĕ пулăшу парасси. Акци шучĕпе Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи “Цивильский” пайĕн районти полици уйрăмĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ М. Татмина тата ЧР Сывлăх министерствин “БСМП” БУн “Красноармейскинчи тĕп больница” филиалĕн врач-наркологĕ Г. Сушко Трак вăтам шкулĕн аслă тата Красноармейски шкулĕн 7-8-мĕш класĕсенчи вĕренекенсемпе тĕл пулнă. М. Татмина служба ĕçĕ-хĕлĕнче тĕл пулнă ку евĕр киревсĕр пулăмсем çинчен каласа кăтартнă, саккунсăр майпа наркотик япалисене сарнине хирĕç пурин те вирлĕн кĕрешмелли çинчен пĕлтернĕ. Вăл наркотик япалисене усă курнăшăн тата сутнăшăн, çапла май саккуна сĕмсĕррĕн пăснăшăн, пысăк яваплăх тытмалли çинчен каланă. Г. Сушко çамрăксем хушшинчи пирус турни, эрех-сăра ĕçни, наркотиксемпе усă курни палăрни пирки, вăл çамрăк органи-зма питех те пысăк сиен кỹни çинчен каласа панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика