АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юсав ĕçĕсемпе паллашнă

19 марта 2019 г.

Район администрацийĕн тата Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем А. Кузнецовпа П. Моисеев районти Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче пыракан юсав ĕçĕсемпе паллашнă. Александр Николаевич мĕн пур пỹлĕмсене кĕрсе курнă, пурнăçланă ĕçсен пахалăхĕпе интересленнĕ, сĕнỹсем панă. Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Моисеев каласа панă тăрăх, паянхи куна юсав ĕçĕсем вĕçленнипе пĕрех. Пĕтĕмĕшле районти Культура çуртĕнчи иккĕмĕш хутра пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирт-тернĕ: пỹлĕмсен маччисемпе стенисене тата ура-йĕсене тĕпрен юсанă. Çакăн валли пĕлтĕр 500 пине яхăн укçа тăкакланă. Кăçал тата 400 пин тенкĕ уйăр-нă. Паян кунта çутă та илемлĕ. Красноармейскинчи ачасен пултарулăх çурчĕпе вĕрентỹ пайĕн консультаципе диагностика Центрĕ ачасене çĕнĕ вырăнта йышăнма хатĕр. Павел Сергеевич пĕлтернĕ тăрăх, районти Культура çуртĕнче çитес вăхăтра фойе тата хушма коридор та çĕнелĕç. М. ЕВГРАФОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика