АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яманаксем яваплă тапхăра хатĕрленеççĕ

19 марта 2019 г.

Яманаксем яваплă тапхăра хатĕрленеççĕ

 Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертỹçи Я. Григорьев, Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов Трак енри чи тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕрне — “Красное Сормово” ОООна çитсе курчĕç, яманаксем кăçалхи яваплă тапхăра — çуркуннехи ака-суха ĕçĕсене епле хатĕрленнипе паллашрĕç. Пуçлăхсен “Красное Сормово” ОООна çитсе курма тепĕр сăлтав та пулчĕ. Нумаях пулмасть хуçалăх хăватлă “хурçă ут” — АПШра туса кăларнă CASE IH Magnum 340 туяннă. Экспертсем, фермерсем, ял хуçалăх продукчĕсем туса илекенсем 340 лаша вăйлĕ трактора хăйсен класĕнче “чи лайăххи” тесе хаклаççĕ. Хальлĕхе ку модификациллĕскер Чăваш Ен территорийĕнче пĕртен-пĕр шутланать. Вăл яваплă ĕçсенче “Беларусь” йышши тăватă трактора улăштарма пултарать. “Хуçалăхăн машина-трактор паркне çĕнетсе тăмах тăрăшатпăр, ку енĕпе укçа-тенкĕне шеллеместпĕр, — тет общество председателĕ С. Иванов. — Акă иртнĕ кĕркунне куккурус акмалли 8 метр сарлакăш сеялка, хăватлă тракторсем валли паянхи вăхăт ыйтакан ака комплексĕ туянтăмăр. Хальтерех илнĕ çĕнĕ “хурçă ута” хуçалăхри пултаруллă механизатора А. Иванова шанса патăмăр. Вăл ку йышши тракторпа ĕçлесе курнă, техникăна аван пĕлет”. Яманаксем çĕнĕ çула кĕрсенех яваплă трактора хатĕрленме тытăннă. Вăрлăхăн пысăк пайĕ ака кондицине ларнă. Кăçал акма тулăн, викăн, пăрçан элитăллă сорчĕсене туяннă. “Механизаторсен кадрĕсем çитеççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ таран пур. Пулăх тăва-рĕсен пĕрремĕш ушкăнне турттарса килтĕмĕр, — сăмахне малалла тăсать Святослав Петрович. — Çĕнĕ çул хыççăнах столовăй ĕçе тытăнчĕ. Пирĕн тĕллев — пĕлтĕрхинчен япăх мар ĕçлесе туса илекен продукци калăпăшне ỹстересси”. Юлашкинчен юсав мастерскойне кĕрсе куртăмăр. Ăшă, çутă кунта. Механизаторсем валли условисем туса пани куç кĕретех. Авă, хывăнса тăхăнмалли ятарлă пỹлĕм уйăрнă. Вĕсем хăйсене шанса панă “хурçă учĕсене” техника тĕрĕслевĕ витĕр тухма хатĕрлеççĕ. Çапла, ăшă кăмăлпа таврăнтăмăр Яманак тăрăхĕнчен. Г. Борзин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика