АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесене халалланă концерт

15 марта 2019 г.

Пикшикри кану çуртĕнче хĕрарăмсене халалланă савăк концерт пулчĕ. Сцена çинче “Шанчăк” пултарулăх ушкăнĕ шăрантарнă “Вăрманта, çырлара”, “Çăка патак, шурă патак”, анне çинчен хывнă юрăсене куракансем ăшшăн, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Концерта Пикшик вăтам шкулĕ çумĕнчи “Улыбка” ача садĕнчи шăпăрлансем те хутшăнчĕç. Юрлама, илемлĕ сăвăсем тата ташлама вĕсене ача сачĕн ертỹçи А. Михайлова хатĕрленĕ. “Пикшик кинемейĕсен” шỹтлĕ номер куракансен кăмăлне кайрĕ, ăна — тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Уйрăм артистсем те асаннесене, кукамайсене халалланă юрăсем парнелерĕç. Илемлĕх ертỹçи, Раççей Федерацин вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ А. Иванов баянпа ăста вылярĕ, концерта илемлетрĕ. — Пурне те çуркуннехи пĕрремĕш уяв ячĕпе саламлатăп! Çуркуннехи тавралăх епле капăр, эсир те çавăн пекех илемлĕ пулăр, çуркуннехи çил епле ăшă, эсир те çавăн пекех ăшă кăмăллă пулăр. Телей, юрату ан иксĕлтĕр сирĕн пурнăçра, — вĕçлерĕ концерта чăваш халăхĕн Эмине ячĕллĕ хĕрарăмсен наци премине тивĕçнĕ, Пикшик кану çурчĕн ертỹçи Л. Иванова.

Л. Соловьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика