АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăкри чи лайăх воспитателе палăртаççĕ

15 марта 2019 г.

 Райцентрти "Çеçпĕл" ача сачĕн никĕсĕ çинче "Чăваш Енри çулталăкри воспитатель-2019" муниципаллă конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕ пулнă. Унăн тĕллевĕ — педагогсен ăсталăхне ỹстересси, творчество пуçарăвĕсене аталантарасси, ку тытăмри пултаруллă ĕçченсене тупса палăртасси. Уяв-тупăшу асăннă ача сачĕн аслă ушкăнне çỹрекен пепкесен (ертỹçи О. Иванова) ăшă саламĕнчен пуçланнă. Вĕсем конкурса хутшăнакансене, жюри членĕсене, хисеплĕ хăнасене, курма килнисене юрă-ташăпа савăнтарнă. Конкурсанткăсене район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ И. Валентинова, информаципе методика центрĕн заведующийĕ М. Фризен, “Çеçпĕл” ача сачĕн заведующийĕ Л. Яковлева саламласа ăнăçу суннă. Конкурсра Надежда Гурьева (“Колосок”), Екатерина Кольцова (“Звездочка”), Алина Михайлова (“Парус”) тата Елена Лаврентьева (Именкассинчи пуçламăш шкулăн шкул çулне çитменнисен ушкăнĕ) тупăшнă. Вĕсем мастер-класс йĕркеленĕ, педагогика ыйтăвĕсемпе хăйсен ăсталăхне кăтартнă, ĕç опычĕпе паллаштарнă. Тупăшусенче конкурсанткăсен мĕн пур ăсталăхĕ палăрнă. Конкурсăн виççĕмĕш турĕ ĕнер иртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика