АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăшри уяв

15 марта 2019 г.

Пикшикри вулав çуртне Хĕрарăмсен кунне уявлама тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Хăйсемпе пĕрле кукăль-çăмах, пылак шыв, тутлă çимĕçсем илсе килнĕ. Уява вулав çурчĕн ертỹçи Н. Спиридонова ертсе пычĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фомин хисеплĕ ватăсене Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе ăшă сăмахсемпе саламласа вăрăм кун-çул сунчĕ. Тĕл пулура тĕрлĕрен ĕлĕкхи вăйăсем, ваттисен сăмахĕсем, Çăварни çинчен калаçу пулчĕ. Ал ăстисен куравĕ те иртрĕ. Унта А. Королькова, С. Романова, В. Михайлова, Н. Шемякина, Г. Васильева тата ыттисем хăйсем алăпа ăсталанă япалисене илсе килнĕ. Вăрахчен пĕр-пĕринпе калаçса ларчĕç хĕрарăмсем, пĕрле илсе килнĕ çимĕçсене тутанса пăхрĕç, вăйăсем вылярĕç, юрăсем юрласа савăнчĕç.

Л. Соловьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика