АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывпуçсем Çăварнине ăстарĕç

15 марта 2019 г.

Шывпуçсем Çăварнине ăстарĕç

 Çăварни — славян халăхĕн ĕлĕкхи уявĕ. Вăл христиан тĕнне йышăннă хыççăн та пирĕн патăмăрта сыхланса юлнă. Çăварни эрни пĕтнĕ хыççăн Аслă типĕ пуçланать, вăл Мăн кунччен 7 эрнене пырать. Çăварни, пĕр сăмахпа, урамрах икерчĕпе хăналани. Асăннă праçникри кашни çыннăн тĕллевĕ — хĕле хăваласа ярасси тата çут çанталăка ыйхăран вăратасси. Иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен халăх савăннă. Унта-кунта кăвайт чĕртнĕ: кивĕ тумтире, килти хуçалăхра кирлĕ мар ăпăр-тапăра çунтарнă. Ĕлĕкхи йăла-йĕрке çинчен пĕлме яланах интереслĕ. Çавăнпа та Шывпуçĕнчи ялти вулавăшра пурне те “Çăварни” видеосюжет кăтартрĕç. Унтан пурте вырăнти кану çурчĕ умне пухăнчĕç. “Кăйкăр” пултарулăх ушкăнĕ Çăварни пирки юрăсем шăрантарчĕ, кашнинех вĕри чейпе тутлă икерчĕ-пе хăналарĕç. Унтан ватти-вĕттипех шăпăр (çулăк) ывăтассипе, милĕкпе çапăçассипе, вĕрен туртассипе тупăшрĕ, автан евĕр хирĕçекенсем те пулчĕç. Ачасем валли вăйă-конкурссем, эстафета иртрĕ, вĕсем С. Егоровăн лавĕ çинче катаччи чупрĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле катемпи карчăка чĕртсе çунтарчĕç. Çавăн пек мероприяти ирттерессишĕн Э. Петрова культорганизатор, А. Еперина вĕренекен, Л. Егорова библиотекарь, “Кăйкăр” ушкăн чылай тăрăшрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика