АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Заволжский” клубра Людмила Каршовăн ятарлă выставки иртрĕ

15 марта 2019 г.

“Заволжский” клубра Людмила Каршовăн ятарлă выставки иртрĕ

Трак тăрăхĕнчи газ уçлакан станци клубĕнче çĕнĕ йăла-йĕркесем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри — кунта иртекен “Рукодельница” ал ĕçĕн ỹнер ăсталăхĕн кружокне çỹрекенсен ятарлă выстăвкисене ирттерни. Пултарулăх ертỹçи — культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата халăх ỹнер ал ăсталăхĕн мастерĕ Жанна Михайлова. Асăннă мероприяти клуба хутшăнакансен пултарулăхне уçса парать, пурнăçри илеме курма пулăшать. Ал ĕçĕсен ятарлă выставки нумай пулмасть “Мастер” лавккара ĕçлекен Людмила Каршовăн та “Тĕрĕ ĕçĕ — ырă пуçару” ятпа иртрĕ. Ăна клуб ертỹçи Андрей Тюмеров уçрĕ. Кружока çỹрекен талантлă мастер ĕçĕсемпе тĕлĕннине пĕлтерчĕ, ăна халалласа савăк юрă парнелерĕ. Людмила Владиславовнăн ĕçĕсем пирки унăн вĕрентекенĕ Ж. Михайлова ăшшăн каласа пачĕ. Тăрăшуллă ал ăстин ĕçĕсенче 16 тĕрлĕ тĕслĕ ал ăсталăхĕ пуррине палăртрĕ. Малашне те хăйĕн пултарулăхне аталантарса пыма сунчĕ. Ăстаçă хăйĕн пĕрре-мĕш ĕçне кил валли хĕресле тĕрĕпе пуçланине пĕлтерчĕ. “Рукодельница” кружока Л. Каршова ăнсăртран лекнĕ. Пĕррехинче, хĕр ачине ташă кружокĕнчен кĕтсе илнĕ чухне, Ж. Михайлова ирттерекен пỹлĕме кĕрсе пăхнă. Çав кунтан коллектившăн тус-юлташ пулса тăнă. Паян, авă, ĕçĕсем выставка тумалăх пухăнса кайрĕç. Л. Каршовăн ăсталăхне хаклама юлташĕсемпе тăванĕсем, ушкăн тата ĕç коллективĕсем пухăнчĕç. Ăшă сăмахсем каласа савăнтарчĕç. Выставкăна “Заволжский” ЛПУМГн профсоюз комитечĕн членĕ Елена Михайловна Иванова ертсе пычĕ. Паянхи куна Людмила Владиславовна нумай тĕрлĕ ал ĕçĕн майĕсене пĕлсе çитнĕ. Анчах та çакăнпа чарăнма шутламасть çамрăк ỹнерçĕ. Малашне те çĕнĕ техникăсене тĕпе хурса ал ĕçĕсем хатĕрлеме палăртать.

М. Евграфова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика