АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуç çаврăнать

18 января 2019 г.

Çыннăн час-часах, сăлтавсăрах пуç çаврăнасси пулать. Çакă мĕнрен килет-ха? Пуç ахальтен çаврăнмасть. Çакăн сăлтавĕ нумай, уйрăмах утмăл çул урлă каçсан. Ытларах чухне çакна атеросклерозпа, гипертонипе, энцефампатипе, мăй остеохондрозĕпе, чĕре таппи пăсăлнипе тата сахăр диабечĕпе чирлекенсен пулать. Пирус нумай туртни, ывăнса çитни, япăх çывăрни — çаксем пурте пуç çаврăнмалли сăлтавсем. Эмел ĕçиччен пуç мĕншĕн çаврăннин сăлтавне пĕлмелле — çакăн хыççăн тин мĕнле эмелпе сипленмелли паллă пулĕ. Малтан терапевт, невролог, вертебролог (остеохондроз енĕпе ĕçлекен тухтăр) патĕнче тĕрĕсленмелле. Хальлĕхе мĕн сĕнме пулать-ха? 7-8 сехетрен кая мар çывăрма тăрăшмалла. Кăнтăрла уçăлса çỹремелле — çуран утни юн çаврăнăшне лайăхлатать. Çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнни усăллă. Вăхăтра апатланма тăрăшмалла, шыв çителĕклĕ таран ĕçмелле.

М. Петров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика