АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр правилисемпе — олимпиада

18 января 2019 г.

Районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче çул-йĕр правилисемпе олимпиада пулса иртнĕ. Унта çамрăк 10 инспектор хутшăннă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçлансанах çамрăк инспекторсем унта хатĕрленме тытăннă. Вĕсем шкулсенче йĕркеленĕ тупăшусенче вăй виçнĕ, чи пултаруллисем вара, 5-6 классенче вĕренекенсем, районти олимпиадăра вăй виçме тивĕç пулнă. Олимпиада программинче тест заданийĕсем пулнă: çуран çỹрекен, пассажирсен, велосипедистсен, çул-йĕр хĕресленнĕ вырăнти çул-йĕр правилисем, çул-йĕр паллисем... Хĕрỹ кĕрешỹре Алманч вăтам шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекен Руфина Сергеева çĕнтернĕ (26 балл, ертỹçи Л. Петров). Иккĕмĕш вырăнта — Варвара Прокопьева (Мăн Шетмĕ, 5 класс, 24 балл, Ю. Маринкин), Даниил Крыжайкин (Карай, 4-мĕш класс, 24 балл, В. Ивановăпа Р. Порфирьева), Сергей Васильев (Красноармейски, 5 “а” класс, 24 балл, Е. Михайлов). Виççĕмĕш вырăнта — Валентина Тюрина (Упи, 6-мĕш класс, 23 балл, А. Соловьевпа И. Иванова), Владимир Козлов (Кĕçĕн Шетмĕ, 6-мĕш класс, 24 балл).

М. Романова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика