АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николаевсен — изумруд туй

18 января 2019 г.

Николаевсен — изумруд туй

Кивĕ Çĕнĕ çулта Пикшик тăрăхне кĕрекен Ыхракассинчи Георгий Васильевичпа Нина Федоровна Николаевсем изумруд туйне паллă турĕç. Вĕсем алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне килĕштерсе — 55 çул пĕрле. Юратупа килĕшỹре пурăнса Николаевсем пилĕк ача çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсен 5 мăнук, кĕçĕн 3 мăнук. Мăшăрланăва регистрациленĕренпе 55 çул иртнĕ. Çак тапхăрта нумайăшĕ улшăннă, анчах юбилярсем вăхăт таппине йывăрлăхсене чăтăмлăн чăтса ирттернĕ, хуçăлман. Николаевсем пĕр ялта çуралса ỹснĕ, кỹршĕ урамсенче пурăннă, 1964 çулта йĕтем çинче тырă тасатнă чухне паллашнă. Каярах паллашу таса юратăва куçнă, ун хыççăн çемье тĕвĕленĕ. Георгийпе Нина тăван хуçалăхра ĕçлесе ватăлнă. Кил хуçи строительсен биргадинче тăрăшнă, Нина Федоровна — выльăх-чĕрлĕх ферминче. Вĕсем иккĕшĕ те “Ĕç ветеранĕ” медале тивĕçнĕ. Хисеплĕ ватăсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентỹ пайĕн начальникĕ С. Григорьева, ЗАГС пайĕн ертỹçи Е. Павлова, тăванĕсем, пускилсем саламланă, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх суннă. Уявра вырăнти кану çурчĕ çумĕнчи “Шанчăк” вокал ушкăнĕ савăк юрăсем парнеленĕ. Юбилярсен пит-куçĕнчен савăк куççулĕ юхса аннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика